Кÿкеç поселокĕнче - виççĕмĕш хут

7 Раштав, 2013

1987 çулхи кĕркунне Кÿкеçри культура çуртĕнче кире пуканĕ йăтассипе чăваш халăх хаçачĕн «Хыпарăн» парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри IV турнир иртнĕ.

Шупашкар районĕнче тимĕр вăййине юратакансем çур ĕмĕр каялла палăрма пуçларĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче «Сельхозтехника» пĕрлешÿре ĕçленĕ Вячеслав Кисунин, Николай Иванов, Виктор Клочков штанга йăтассипе темиçе хутчен республика чемпионĕ ятне çĕнсе илчĕç. 1981 çулта чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă Иван Фадеев çак предприятире кире пуканĕ йăтакансен секцине йĕркелерĕ. Пултаруллă та вăйлă, анлă тавра курăмлă специалист республика чемпионачĕсенче, çĕр-шыв турнирĕсенче çĕнтерсе СССР спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ. Çав çулсенчех унăн вĕренекенĕсемпе юлташĕсем Николай Шалтыков, Андрей Трофимов, Николай Киселев, Николай Филиппов тата Иван Смоленцев пысăк çитĕнÿсемпе палăрчĕç. Кÿкеçри 27-мĕш училищĕре ĕçленĕ Борис Глинкин 1992 çулта Европа чемпионатĕнчен çĕнтерÿпе таврăнчĕ.

2004 çулта Шупашкар районĕнче Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисем иртрĕç. Мероприятисен программине кире пуканĕ йăтакансен турнирне те кĕртнĕччĕ. Ун чухне «Урожай» стадионта 48 регионти 200 яхăн спортсмен вăй виçрĕ. Пирĕн ентешсенчен чемпион ятне Канаш тăрăхĕнчи Андрей Атласкин çĕнсе илчĕ. Çав çулах унта «Хыпар» хаçат парнисене тивĕçессишĕн черетлĕ ăмăрту иртрĕ. Шупашкар районĕнчи пăхаттирсенчен Дмитрий Серапионов хăй виçинче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕлтĕрхи турнирта вара вăл пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ. 56-ри СССР спорт мастерĕ Николай Шалтыков ветерансен ушкăнĕнче виççĕмĕш кăтартупа палăрчĕ.

2007 çулта поселокра «Улăп» спорт керменĕ уçăлчĕ. Унăн директорне СССР спорт мастерне Сергей Тунгулова çирĕплетрĕç. Вăл тимĕр вăййипе шкулта вĕреннĕ чухнех кăсăкланнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ вăхăтра пултаруллă каччă кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕсенче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ турĕ. 1983 çулта хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта Сергей иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Тепĕр çул вăл çăмăл виçеллĕ яшсен ушкăнĕнче чемпион ятне тивĕçрĕ.

1986 çулта Вăрнар поселокĕнче иртнĕ ăмăртура Шупашкар районĕн команди пĕрремĕш пулчĕ. Ун чухне район чысне Сергей Тунгулов, райпон тĕп строителĕ Юрий Попов, Мăн Чăкăр ялĕнчи педагог Владимир Михайлов тата Владимир Питеркин хÿтĕлерĕç.

Сергей Тунгулов спорт керменĕнче çиччĕмĕш çул ĕçлет ĕнтĕ. Çак тапхăртанпа ФОК çынсен чи юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Унта шкул ачисем те йышлăн çÿреççĕ. Пысăк бассейнра шыва кĕме, тренажерпа фитнес залĕсенче сывлăха çирĕплетме республикăн тĕп хулинчен те кулленех вун-вун çын васкать. ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министерствин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх иртнĕ çул республикăри ФОКсен хушшинче «Улăп» спорт керменĕ пĕрремĕш вырăна тухнă.

Çавăнпах пулĕ кире пуканĕ йăтакансен паян пуçланнă турнирĕ те Кÿкеçрех иртет. Унта çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 300 ытла спортсмен вăй виçет.

Петр СИДОРОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.