Куянран епле хÿтĕленмелле?

19 Нарăс, 2014

Пĕлтĕр кăнтăрла ăшăтнă, çĕрле шăнтнă вăхăтра сада мулкач пынăччĕ. Çамрăк улмуççин çĕрелле усăнакан турат вĕçĕсене çĕçĕпе каснăн çыртса татнăччĕ. Кăçал та тапăнасран шикленетĕп. Пахчана куянран епле хÿтĕлемелле?

П.ИВАНОВ.

Çĕмĕрле районĕ.

 

Ыйтăва Николай Семенов пахчаçă хуравлать.

- Хытă сийлĕ юр тăрăх мулкач çăмăллăн çÿрет, çамрăк йывăçсемпе хунавсене кăмăллать. Вулăсене хыр, чăрăш турачĕсемпе /йĕпписене аялалла туса/, рубероидпа, сăмаланă картунпа çыхмалла.

Мулкачсем юн тата сало шăршине юратмаççĕ. Вĕсене хăратма салăна туратсем тăрăх сăтăрни те пулăшать. Пĕр пай нафталин тата 8 пай пулă çăвĕ илмелле, хутăштарса сĕрмелле.

10 литр шыва 300 грамм нафталин, 100 грамм пăхăр купоросĕ, 2 килограмм тип çу е солярка, 400 грамм скипидар, 350 грамм хуçалăх супăнĕн ирĕлчĕкне ямалла. Лайăх хутăштарнă хыççăн вулăпа туратсене сĕрмелле е сирпĕтмелле.

Картунран пысăках мар çаврашкасем касса кăлармалла, хура тĕспе сăрламалла. Вĕсене йывăçсем тавралла çакса тухмалла. Шурă юра пула хура тĕс лайăх палăрать. Çаврашкасем çилпе кăшт чÿхенни те чалăш куçсене хăратать.

Армути шăрши те сивĕтет вĕсене. Кĕççене е кивĕ кăçата алă лаппи пысăкăш касса çулăм çинче ĕнтмелле те çиппе туратран çакмалла. Унăн шăршине вăрăм хăлхасем тÿсме пултараймаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.