Курман, илтмен, пĕлместĕп...

21 Юпа, 2015

Кÿршĕ-аршă çакнашкал пурăнни - хăрушă преступленисем тума пулăшниех

Шупашкарти Анатри урамĕнчи тискер çак тĕслĕх пирки массăллă информаци хатĕрĕсем шавласа иртрĕç ĕнтĕ. Арçын кÿршисен шкултан таврăнакан 12 çулти ывăлне çапса вĕлернĕ... Чуна çÿçентерекен преступление мĕн сăлтавланă? Ку мĕнле майпа пулма пултарнă?

 

«Эпир вăл чирлине пĕлмен...»

Çак преступлени пирки журналистсем полици представителĕсенчен ШĔМ йĕркелекен «Ыттисен нушине çывăха илекен кÿршĕ» акцие халалланă пресс-конференцире ыйтрĕç. Тĕп хула полицийĕн участковăйсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕсен ĕçне йĕркелекен пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Наталия Чапурина каланă тăрăх - хальлĕхе следстви пырать, çавăнпа пĕтĕмпех уçăмлă теме çук. Арçын ача шкулта лайăх вĕреннĕ, хăйне лайăх тытнă, çемьери пĕртен-пĕр ача пулнă... Унăн пурнăçне татнăскер вара - психика енĕпе чирлине пула больницăра шутра тăнăскер. Анчах, йышăнать ЧР ШĔМĕн участковăйсен ĕçне йĕркелекен пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Олег Тевянов, çакăн пирки полици пĕлмен - сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ кун пирки ШĔМе пĕлтермен. Пĕлнĕ-тĕк арçын тĕлĕшпе пакунлисем тимлĕ пулнине кура, тен, ача пурнăçне сыхласа хăварнă пулăттăмăр...

Республикăра преступленисен шучĕ 5 çул чакса пынăччĕ. Кăçалхи 9 уйăхра вара самай пысăк ÿсĕм палăрать: çулталăк пуçланнăранпа 11,8 пине яхăн преступление регистрациленĕ - пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 12,8: нумайрах. Çын вĕлернĕ тĕслĕхсем 15,3: хушăнни пушшех пăшăрхантарать. Экономика лару-тăрăвĕ çивĕчленнĕ май криминал тÿрех пуç çĕклени куçкĕрет.

Çав шутра йăлари преступленисен шучĕ те нумайланнă. Ÿсĕрле, çул çитменнисем, ватăсем тĕлĕшпе тунисем... «Ытларах чух хĕрарăмсем шар кураççĕ. Упăшкине пăхăнса пурăнни, çемйине çухатасран, хăйсен тата ачисен пурнăçĕшĕн хăрани вĕсене усал арçынсен пусмăрне тÿссе пурăнма хистет. Путсĕрсене явап тыттарма мерăсем йышăнмаççĕ, пĕтĕмпех никама ним шарламасăр чăтаççĕ. Çакă вара юлашкинчен хăрушă преступлени патне илсе пыма пултарать», - тет Олег Георгиевич. Унăн шучĕпе, çакăнта 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче общество «хупăнса пыма тытăннин» витĕмĕ те пысăк: «Нумайăшĕ хăйсене хĕсĕрлени-кÿрентерни çинчен следователе те каласа парасшăн мар».

Н.Чапурина пытармасть: тĕп хулара кăçал çул çитменнисем тунă преступленисен шучĕ икĕ хут нумайланнă. Пĕрлех - ачасем тĕлĕшпе пулнă преступленисен шучĕ те пысăкланнă. Айăплисенчен ытларахăшĕ - ачасен ашшĕ-амăшĕ. Ачасене вĕлернĕ тĕслĕхсене кăна çиччĕ шута илнĕ. Тăватă тĕслĕхре пĕчĕкскерсен пурнăçне асăрханмасăр татнине палăртнă /сăмахран, амăшĕ çĕрле юнашар çывăраканскере пусарса вĕлернĕ/, виçĕ преступление вара «çын вĕлерни» тесех хакланă.

 

Эх, вăхăтра евитленĕ пулсан...

Калăпăр, февральти тĕс-лĕх. Аслисем полицие ача вилни çинчен евитленĕ - сăлтавне пĕлмеççĕ-мĕн. Анчах тĕпчев тискер преступлени пулнине тăрă шыв çине кăларнă. Амăшĕ кухньăна пăрăннă вăхăтра пĕчĕкскерĕн ашшĕ /анчах вăл хĕрарăмăн упăшки мар/ пепке макăрнипе тарăхса ăна вырăн çинчен илнĕ те пуçĕпе стена çине çапнă иккен. Ача, паллах, чĕрĕ юлма пултарайман. Ĕç-пуçа тĕпченĕ май путсĕр арçын хĕрарăмăн аслă ачине те, хĕрачана, час-часах хĕнени палăрнă. Çакна амăшĕ пĕлнĕ вĕт, анчах тивĕçлĕ çĕре пĕлтермен. Хĕрачан кĕлетки çинче кăвакарнă вырăнсем пулнине садикре те асăрханă, сăлтавĕпе кăсăкланнă, амăшĕ вара воспитательсене суйнă: çуна çинчен ÿкрĕ, такăнчĕ... Арçынна явап тыттарас теменшĕн халь ÿкĕнет-ши?

Наталия Альбертовна февральтех пулнă тепĕр тĕслĕхе те аса илчĕ. Хваттерте арçынпа унăн 12-ри ывăлĕн виллисене тупнă. Мĕн пулнине уçăмлатнă. Арçын малтан ачине вĕлернĕ, кайран хăйĕн çине алă хунă. Мĕншĕн? Арăмĕ пăрахса кайнă-мĕн - çавăнпа. Вăл маларах мăшăрне каялла таврăнма Интернет урлă çыру ярсах ыйтнă. Таврăнмасан ачипе тата хăйĕнпе тем туса хурасси пирки асăрхаттарнă. Хĕрарăм çакна çывăха илмен, кун пирки полицие евитлемен. Кăтартăвĕ - çын тÿсейми хуйхă.

Акă мĕншĕн курмăш-илтмĕш-пĕлмĕш тума юрамасть. Кÿршĕ-аршă харкашать-тĕк - полицие шăнкăравлама ÿркенмелле мар. Кун хыççăн кÿршĕсем тăшман пулса тăрасран шикленни вырăнсăр. Çапла туса, тен, эсир тискер преступление сирсе яратăр. «Харкашнине-çапăçнине илтсе шăнкăравлатăн та - полици çитнĕ çĕре вĕсем мирлешеççĕ, пĕр-пĕрне юратаççĕ... Пакунлисем суйса шăнкăравланă тесе хăвнах айăпламĕç-и?» - ыйту çуралчĕ журналистсен.

- Çапла, йĕркелĕх хуралçисене сăлтавсăр чĕнсе илнĕшĕн явап тыттараççĕ, - терĕ О.Тевянов, - анчах асăннă йышши тĕслĕхсенче пирĕн сотрудниксем ĕç-пуçа уçăмлатма пултарасси пирки ан иккĕленĕр - сирĕн тĕлĕшпе шăнкăравланăшăн ÿпкев пулмĕ. Харкашакансем мирлешнĕ пулсан, паллах, явап тытмĕç, анчах шăв-шав çĕкленĕшĕн полици килессе пĕлнине кура малашне хăйсене йĕркеллĕрех тытĕç - çакă та паха.

 

Яваплăхпа пулăшу - юнашар

Пакунлисем йĕркесĕрскерсене тытса кайĕç те хупса хурĕç, хĕрхенмĕç тени те вырăнсăр. Кашни тĕслĕхрех ĕç-пуç хупса хурасси патне çитмест - полицин унашкаллисемпе ĕçлемелли ытти меслет те пайтах. Çав шутра - пулăшмалли мелсем те. Тепĕр чух ахаль калаçу ирттерни те çителĕклĕ. Çав вăхăтрах ШĔМ представителĕсем çынна ĕçкĕ тыткăнĕнчен хăтăлмашкăн пулăшма пултараççĕ. Нумайăшĕ ĕçсĕр - ĕç тупма пулăшни те пайтах пулнă. Е тата - хваттершĕн тÿлемелли пысăк парăма управляющи компанипе калаçса пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тÿлесе пымалла туни. Нумай чухне çакнашкал пулăшу та çемьене йĕркеллĕ пурнăçа таврăнма пулăшать. Ачасене реабилитаци центрне вырнаçтарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ - уйăхшар, тепĕр чухне икшер уйăх та унта пурăнаççĕ.

Полици ытла та хаяр тени тĕрĕс маррине Н.Чапурина та çирĕплетет. Кăçал, калăпăр, Шупашкарта йĕркесĕр 158 çемьене тупса палăртнă. Çак йышăн виççĕмĕш пайне кăна ачисем тĕлĕшпе воспитани тивĕçĕсене пурнăçламаншăн уголовлă майпа явап тыттарнă. Участковăйсен, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсен тĕп тивĕçĕ явап тыттарасси мар - профилактика мерисем йышăнасси. Ахальтен мар ĕнтĕ çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсен чылай чух ашшĕ-амăшĕ пурнăçламан ĕçе те хăйсем çине илме тивет. Сăмахран, йĕркесĕр çемьесенчи ачасене шкулта тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Анчах çакăн валли ашшĕ-амăшĕн тивĕçлĕ справка илмелле. Илмеççĕ, алă сулаççĕ - ачисем выçă. Çав справкăсене пакунлă çынсен пухса çÿреме тивет. Е тата çуллахи вăхăтра ачасене лагерьсене канма каймашкăн тÿлевсĕр путевка параççĕ. Кун валли те медсправка кирлĕ. Тăрлавсăр ашшĕ-амăшĕ çав документа кайса илмешкĕн те ÿркенет. Каллех çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем пулăшаççĕ. Хăйсемех ачасене больницăна çавăтса каяççĕ. «Инспектор çапла туса, паллах, хăйĕн ĕçне те çăмăллатать, - шÿтлерех каларĕ Наталия Альбертовна. - Йĕркесĕр çемьери ачана пĕр уйăхлăха лагере ăсатать те - унăн ĕçĕ чакать вĕт».

 

Сирĕн шăнкăрава кĕтеççĕ

Кÿршĕ-аршă сыхă пулни пысăк инкеке сирсе яма пулăшнине çирĕплетекен тĕслĕх вара - çине-çинех. Н.Чапурина Шупашкарти пĕр çуртри граждансем полицие шăнкăравлани çинчен каласа пачĕ. Кÿршисем, çÿлте пурăнакансем, балкона ватаççĕ иккен. Полици вырăна çитнĕ - шăв-шав çĕкленисем алăка уçмаççĕ. 02 телефонпа шăнкăравлакансем патне аннă. Вĕсемпе пĕрле балкон çине тухнă. Ак тамаша, вĕсен балконĕ çинче - кÿршисен икĕ пĕчĕк ачи! Мĕнле майпа лекнĕ? Часах пĕтĕмпех уçăмланнă.

Амăшĕ килте пулман. Хваттерте унпа пурăнакан арçын ачасемпе пĕрле юлнă. Ÿсĕрскер аташсах кайнă - «хваттертен тухаймастăп!» тесе шутласа илнĕ. Минренĕскер ачасене çăлма васканă - балкон урлă! Эвакуаци люкне ватса пĕчĕкскерсене аяла пăрахнă. Юрать-ха, лешсем çунă япаласене типĕтме çакмалли çÿлĕк çине ÿкнĕ те - йĕркеллех вĕçленнĕ, ачасем суранланман. Ĕç-пуçа тĕпченĕ май çак çуртра пурăнакансем хайхи çемье йĕркесĕррине, ĕçкĕпе иртĕхнине, час-часах харкашнине пĕлни палăрнă. Анчах кун пирки участковăя та, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектора та систермен.

Сăмах май, ШĔМĕн тĕп хулари управленийĕ ятарласа участковăйсен сăнÿкерчĕкĕсене, вĕсемпе çыхăнмалли телефон номерĕсене пичетленĕ листовкăсене çуртсен под<езчĕсенче çыпăçтарассине йăлана кĕртнĕ - хăйсен участковăйĕсене кашниех пĕлме тивĕç. Анчах вĕсем кама чăрмантараççĕ-ши - çав листовкăсене те такамсем çура-çура пăрахаççĕ иккен.

...ШĔМ акцийĕ пуçланчĕ. Çак тапхăрта та пулин курнине курмăш тăвас марччĕ. Кÿршĕри çивĕч лару-тăрăва сирме пулăшăпăр та - «маншăн ик айкки те тăвайкки» текен принцип та, тен, манăçа тухĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.