Куракан чăваш юррине чăннипех те кăмăллать

Кашни ача ашшĕ-амăшне курса çитĕнет, чылай чухне çывăх çыннисен кăсăкланăвĕ, ăсталăхĕ тĕпренчĕкне куçать. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — тесе ахальтен каламан-çке.

Шупашкарти 49-мĕш шкулта вĕренекен София Ермолаева пирки те çакнах калас килет. Мĕншĕн тетĕр-и? Вăл питĕ илемлĕ юрлать, ташлать, сцена çинче хăйне килĕшÿллĕ тытма пĕлет тата… ыттисене яланах хаваслă кăмăл-туйăм парнелет. Çак енсем хĕрачана ашшĕнчен пĕтĕмпех куçнă. Чăваш эстрада артисчĕ Петр Ермолаев сцена çине тухсан куракансем пĕр вырăнта лараймаççĕ, хăйĕн хаваслăхĕпе вăл кашнинех «чĕртет». София та ун пекех — тантăшĕсем те, вĕрентекенсем те çакна çирĕплетеççĕ. «Класри мероприятие вăл яланах йĕркелеме пултарать, ыттисене унта хутшăнма хавхалантарать. Ташăра интереслĕ хусканусем шухăшласа кăларать. Пултарулăхра кăна мар, ăслăлăх конференцийĕсенче, предмет олимпиадисенче хастар София. Шкула килнĕ хăнасене те вăл пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет», — мухтать хĕрачана Людмила Викторовна Никифорова класс ертÿçи. Хĕр пĕрчи ĕçченлĕхĕпе тата тăрăшулăхĕпе палăрать. Иксĕлми таланчĕпе конкурссемпе фестивальсенче куракана тыткăнлать. Республикăра кăна мар, çĕршывра иртекен тупăшусене те хутшăнмасăр юлмасть вăл. Иртнĕ çул вĕçĕнче София Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе, çав шутра вырăс чĕлхи вĕрентекенсен ăсталăх класĕнчи «Юрă ăсталăхĕ» номинацире 2-мĕш вырăна тухрĕ. Эппин, тĕплĕнрех паллашар-ха хастарскерпе.

— София, хăçан юрлама пуçланă эсĕ?

— Икĕ çулта чухнех юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслашрăм. Шкула çÿреме пуçласан ăсталăха аталантарма хальхи юрăсен «Сингл» студие çул тытрăм. 6 çул ытла ĕнтĕ Вероника Ивановна Арисова патĕнче вĕренетĕп.

— Кунсăр пуçне тата мĕнпе интересленетĕн?

— Ÿкерме юрататăп, уйрăмах пейзаж ăнăçлă пулать. Пĕр вăхăт ÿнер шкулне те çÿрерĕм. Юрăпа пĕрлех чун киленĕçне ташăра тупрăм — ăсталăха туптас тĕллевпе ача-пăча пултарулăхĕн центрĕнчи «Авангард» шоу-балета çÿреме пуçларăм.

— Ташăпа кăсăкланасси мĕнрен пуçланчĕ?

— Çемьепе «Авангард» шоу-балетăн концертĕнче пулнă хыççăн канăçа çухатрăм. Чуна тыткăнламалла ташлакан артистсем мана хавхалантарчĕç, çĕнĕ кăсăклану çуралчĕ. Хамăн та вĕсем пекех илемлĕ те килĕшÿллĕ тата маçтăрла ташлама вĕренес килчĕ.

— Ташăра чи кăткăсси мĕн?

— Малтанхи вăхăтра алă çинче тăма, шпагат ларма йывăртарахчĕ. Халĕ пур хусканăва та çăмăллăнах пурнăçлатăп.

— Сцена çине тухса шăрантарнă пĕрремĕш юрра астăватăн-и?

— Паллах. Пуçласа сцена çине «Анне» юрăпа тухрăм.

— Халăх умĕнче хăвна мĕнле туятăн?

— Куракансене юрăсемпе савăнтарни кăмăл-туйăма çĕклентерет. Вĕсем тăвăллăн алă çупни вара хавхалану парнелет.

— Куракансен умĕнче хумха-натăн-и?

— Малтанхи самантра çеç, кайран иртсе каять.

— Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе, çав шутра вырăс чĕлхи вĕрентекенсен ăсталăх класĕпе ирттернĕ конкурс пирки мĕнле пĕлтĕн?

— Анне каларĕ. Унта хутшăнма тÿрех килĕшрĕм!

— Конкурс валли мĕнле юрă суйларăн?

— Вероника Арисова ятарласа «Çăлтăрсем» çĕнĕ юрă çырчĕ.

— Нумай хатĕрлентĕн-и?

— Икĕ эрне.

— Ăна çыртарса ярса памал-лаччĕ-и?

— Конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн юрланине видеокамерăпа ÿкермеллеччĕ. Юрă сăмахĕсене субтитрпа вырăсла куçарса кăтартмаллаччĕ. Пĕтĕмпех хатĕрлесен видеоролика Мускава ăсатрăмăр.

— Пĕтĕмлетĕве чылай вăхăт кĕтме тиврĕ-и?

— Çук. Чи-чи пултаруллисене çынсем сасăласа суйларĕç. Ку нумай вăхăт йышăнмарĕ.

— Эсĕ миçе сасă пухрăн?

— Çичçĕре яхăн.

— Тупăшакансем йышлăнччĕ-и?

— Малтанхи тапхăрта нумайăнччĕ. Сасăлав хыççăн Мускава кайма тивĕçлĕ 20-е яхăн ача çеç юлчĕ.

— Хăв сасăлав витĕр тухнине мĕнле пĕлтĕн?

— Пĕр ырă кун, эпĕ «Сингл» студие кайма пуçтарăннă вăхăтра аннепе Злата йăмăкăм ташă студийĕнчен килчĕç. Юратнă çыннăм савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: «София, эпир Мускава каятпăр!» — терĕ. Еплерех хĕпĕртерĕм! Маччана çити сикме хатĕрччĕ. Ку маншăн — пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿ-çке.

— Мускава çитсен ăçталла çул тытрăр?

— Тÿрех «чĕрĕ итлев» ирттерме палăртнă отеле кайрăмăр. Унта эпир, тупăшакансем, тÿресен умĕнче хамăр пултарулăха кăтартрăмăр.

— Çĕнтерÿçĕсене мĕнпе савăнтарчĕç?

— Диплом, интереслĕ кĕнеке тата фотоаппарат парнелерĕç.

— Тата мĕнле конкурссем пĕлте-рĕшлĕ пулчĕç саншăн?

— Республикăри «Мехел» конкурс, ЮТВ телеканал ирттернĕ «Çулталăк юрри — 2015» проекта хутшăнни, «Шкул шăпчăкĕнче» гран-при çĕнсе илни…

— Саншăн кам тĕслĕх?

— Атте.

— Малашнехи пурнăçна сценăпах çыхăнтарасшăн-и?

— Çапла. Атте пекех паллă артист пулас ĕмĕтпе çунатланатăп.

— Тĕллевсене пурнăçлас тесен мĕн тумалла?

— Пĕтĕм вăйран тăрăшмалла. Унсăрăн ăнăçу санран пăрăнĕ. Тата шкулта лайăх вĕренмелле.

— «Тантăш» тусĕсене мĕн сунатăн?

— Йывăрлăха ан парăнăр. Тăрăшсан пĕтĕмпех пурнăçланĕ.

Нина ЦАРЫГИНА.

 

Нина ЦАРЫГИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.