Купăста
Пахчари 5 çимĕçе калама ыйтсан вĕсен йышĕнче купăста пулатех. Вăл этем рационĕнчи чи кирлĕ çимĕçсенчен пĕри. Археологсем çирĕплетнĕ тăрăх купăстана чул, пăхăр ĕмĕрĕсенчех пĕлнĕ.
Çавăнпа кашни кил хуçиех хĕлле валли купăста хатĕрлесси çинчен шухăшлатех.
Йÿçĕтнĕ купăста - хăех пĕр апат. Вăл аш апачĕпе пама та, кукăль, хуран кукли пĕçерме те аван. Купăста тутлă çеç мар, усăллă та. Унта С витамин лимонри чухлех. Çак витамин купăстана йÿçĕтсессĕн те лайăх упранать.
Йÿçĕтмешкĕн кĕрхи купăста аван. Вăл шурă, хытă, сĕтеклĕ пултăр. Перекетлĕ хуçасем йÿçĕтме пысăк пуçсене суйлаççĕ. Сиенленнĕ çулçăсене, тунине хăвармалла.
Купăстана кишĕрпе тăварлани чи анлă сарăлнă мел. Хăшĕ-пĕри кишĕре теркăпа хырса ярать, хăшĕ-пĕри çĕçĕпе турать. Уйрăмлăх çукрах. Туранă кишĕртен сĕткен сахалрах тухать - çавă çеç. Купăста тутине пан улми е кĕтмел çырли хушса улăштарма пулать. Сельдерей, тутлă пăрăç, тăварланă кăмпа хушаççĕ.
Купăста йÿçĕтес йĕрке. Купăстана туратпăр, тăвар сапатпăр, хăвăра кирлĕ чухлĕ кишĕр хушатпăр та хатĕр савăта тултаратпăр. /Пĕр-икĕ сăмах савăт пирки. Эмаль савăт пулсан унăн эмалĕ катăк ан пултăр. Катăлнă вырăн купăста йÿçеклĕхпе касăлса тимĕртен лайăх мар тутă çапма пултарать, çимĕç пахалăхĕ чакать/.
Купăстана тултарнă май йывăç тукмакпа тÿмелле. Çакă купăста сĕткенне кăларма, лайăх лапчăтма кирлĕ. Савăта тÿнккесе тултарсан çиелтен таса пысăк çулçăсемпе витĕр те çиелтен йывăрлăх хурса пусăрăнтарăр. Лайăх тÿнĕ купăстаран кĕçех сĕткен тухать - ăна ан тĕкĕнĕр. Савăта туп-туллиех ан тултарăр - йÿçмелĕх хăварăр.
Купăстана йÿçмешкĕн 5-7 кун пÿртрех хăвармалла. Кунсеренех йÿçсе тухакан кăпăка пуçтармалла, купăстана йывăç таса хăйăпа чике-чике илмелле. Çакă йÿçеклĕхе кăларма кирлĕ. Купăста йÿçсессĕн сивĕ çĕре лартмалла. Лайăх упранакан температура нуль градуса яхăн.
- Купăстана сĕре вĕтĕ ан турăр, вара вăл çăварта кăчăртатса тăрĕ.
- Купăстана лайăх пусармалла. Ăна 19-22 градусра йÿçĕтме пуçламалла та 0 градусра упрамалла.
Комментари хушас