Кунта пултаруллă спортсменсем çитĕнеççĕ
ФОТОРЕПОРТАЖ
Иртнĕ канмалли кунсенче пирĕн республикăна паллă спортсменсем, Олимп чемпионĕсем Александр Тихоновпа Владимир Воронков, килсе кайрĕç. Сумлă хăнасем Çĕнĕ Лапсарти спорт шкулĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Çурхи тумлам» ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу сунчĕç.
«Йĕлтĕрпе чупма йывăр мар теççĕ, çапах спортăн çак тĕсне пĕрре те çăмăллисен йышне кĕртес килмест. Йĕлтĕрпе чупма вăй-халлă, чăтăмлă пулмалла. Çакăн пек çын кăна ăмăртусенче пысăк çитĕнÿ тума пултарать. Чăваш Енре пултаруллă спортсменсем çитĕнеççĕ. Вĕсем тĕнче турнирĕсенче палăрса çĕршыв ят-сумне çĕклеççĕ. Чăваш çĕрĕ çинче ÿссе çунат сарнă чи маттур биатлонист — Татьяна Акимова», — терĕ СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Александр Тихонов. Пирĕн ентеш Владимир Воронков Чăваш Республикинче спорта аталантарас тĕллевпе нумай ĕç тунине, Шупашкар хули тĕнче шайĕнчи пысăк ăмăртусене çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттернине, чăваш халăхĕ ĕçчен те маттур пулнине палăртрĕ.
Йĕлтĕрçĕсен тупăшăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев старт пачĕ. «Спортпа туслă пулни кăмăл-туйăма тĕреклетет, малта пулма хавхалантарать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан çын ĕçре те хăюллă та патвар. Вăл ялан çитĕнÿ патне ăнтăлать», — палăртрĕ Михаил Васильевич.
ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Михайлова асăнса ирттерекен ăмăртăва 4 регионтан /Чăваш Ен, Мари Эл, Чулхулапа Ульяновск облаçĕсем/ пухăннă 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсем 10, 15, 30 тата 50 километрлă дистанцисенче тупăшрĕç. Сăмахран, Мари Эл йĕлтĕрçи Алексей Ермошкин пĕлтĕр ку турнирта пĕрремĕш вырăн йышăннă. «50 çухрăм — çăмăл дистанци мар пулин те кăçал та чи лайăххи пулма тăрăшăп», — терĕ вăл. Шупашкар каччине Влад Иванова унччен ăнман, кăçал вăл малтисен ретне кĕме ĕмĕтленнине пĕлтерчĕ.
Пĕтĕм Раççейри ăмăрту çĕнтерÿçин ятне Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕсем Екатерина Григорьевăпа /10 км/ Николай Дмитриев /50 км/, Анастасия Гришинăпа /30 км/ Кристина Кускова /15 км/, Канашри спорт шкулĕн вĕренекенĕ Леонид Евлампьев /30 км/ тивĕçрĕç.
Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Александр Тихонов Шупашкарти 59-мĕш шкул вĕренекенĕсемпе тата çамрăк спортсменсемпе тĕл пулнă. Çавăн пекех паллă спортсмен Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕпе курнăçнă. Вĕсем биатлона аталантарасси, Çĕнĕ Лапсарти спорт шкулне çĕнетесси, унта пемелли лапам тăвасси тата ăна спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтересси пирки калаçнă. Владимир Воронков Канаш хулинче хĕллехи сезон вĕçленнине халалласа ирттернĕ спорт уявне хутшăннă.
Андрей МИХАЙЛОВ
Комментари хушас