Кунашкал тĕлпулу – яланах уяв

24 Авăн, 2019

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар Раççейри публика библиотекисен «Библиокраван-2019» саккăрмĕш форумне хутшăнакансене тарават йышăнчĕ. Пысăк мероприятие çĕршывăн 48 регионĕнчи 400 ытла профессионал, вĕсем Калининградран пуçласа Сахалин таранах, килсе çитнĕ.

«Библиотека — культура нумай енлĕхĕн центрĕ: регион хутлăхĕнчи аталану малашлăхĕ» темăпа йĕркеленĕ форум Чăваш паташалăх культурăпа искусствăсен институчĕн концерт залĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Йĕркелÿçĕсем: ЧР Культура министерстви, Раççейри библиотекăсен ассоциацийĕ, ЧР Наци библиотеки.

Вулавăш ĕçченĕсене Чăваш çĕрĕ çинчи ĕç-хĕлĕнче ăнăçу сунма ЧР культура Константин Яковлев тата ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов хутшăнчĕç.

Константин Геннадиевич хăнасем патне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Инатьевăн саламне çитерчĕ. Унта республикăра библиотека тытăмне аталантарас тĕлĕшпе мĕн ĕçленине асăннă, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. 

Константин Яковлев хăй енчен республика яллă вырăнта вырнаçнă библиотекăсене аталантарас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. «Ялти библиотекарь паян — халăха кĕнекепе тивĕçтерекен çын кăна мар, вăл ун культурине çĕклекенĕ те, çĕнĕ технологие алла илме пулăшаканĕ те», — терĕ министр.

Михаил Анисимов та çĕршыври библиотекарьсене ăнăçу сунчĕ:

Ырă йăласене, йĕркесене упраса хăвармасан, ачасене мĕн пĕчĕкрен вулав культурипе çывăхлатмасан паянхи ăру тулли пахалăхлă тесе калама йывăр, — терĕ Михаил Владимирович. — Çавăнпа сире, библиотекарьсене, çав пахалăхсене упракансем тесе хисеплетпĕр. Тинех тахçантанпах кĕтнĕ самант çитрĕ: библиотекăсене социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен шутне кĕртнĕ. 2021 çултан вулавăшсене те интернетăн хăвăртлатнă тытăмĕпе çыхăнтарма пуçлăпăр. Çакă сирĕн пархатарлă ĕçĕре çăмăллатма тата аталантарма пулăшасса шанатпăр.

Форум ячĕпе Раççейри библиотекăсен ассоциацийĕн президенчĕ Михаил Афанасьев, Раççей культура министрĕн заместителĕ Ольга Ярилова салам телеграммисем янă.

Сцена çине çавăн пекех Чăваш Енре пурăнакан халăхсен ассамблейин канашĕн председателĕ Лев Кураков академик, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай хăпарчĕç. Лев Пантелеймонович хăй библиотекăна çÿренĕ саманта ăшшăн аса илчĕ: «Паян эпĕ ăслăлăхра тунă çитĕнÿре сирĕн тÿпе те пур, — терĕ. — Çавăнпа хам та библиотекăсене пулăшма тăрăшатăп. Вырăнти вулавăшсене, Наци библиотекине кĕнекесене пĕр миллион тенкĕлĕх панă. Иртнĕ çул çавăн пекех Крым Республикине вĕрентÿ пособийĕсене ăсатрăм».

Валери Туркай куçару ĕçĕсем пирки чарăнса тăчĕ. Юлашки çулсенче вăл Антон Чехов, Александр Пушкин, тĕрлĕ халăх çыравçисен произведенийĕсене чăвашла куçарса пичетлесе кăларнă, вулавăшсене çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлатнă.

Юрă-кĕвĕ те, ташă-кулă та янăрарĕ вулавăш ĕçченĕсен ячĕпе.

Унтан библиотекарьсем каллех ĕçе пуçăнчĕç. Пленарлă ларăва ЧР культура министрĕн заместителĕ Елена Чернова уçрĕ. Çавăн пекех Раççей наци библиотекин ăслăлăх-методика пайĕн ертÿçи Сергей Басов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Владимир Васильев, ыттисем сăмах илчĕç.

Ĕçлĕ тĕлпулусем Наци библиотекинче, Сĕнтĕрвăрри тата Етĕрне районĕсенче иртĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: 

Комментари хушас