Кун йĕркинче - Çĕнĕ Шупашкар ыйтăвĕсем

2 Авăн, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер ĕçлĕ визитпа Çĕнĕ Шупашкарта пулчĕ: çурт-йĕр тăвакан комбинат ĕçĕ-хĕлĕпе, республика бюджетĕнчен те укçа уйăрса хăтлăлатма палăртнă Атăл çыранĕпе паллашрĕ, хула активĕпе канашлу ирттерчĕ, унта Çĕнĕ Шупашкарăн çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерчĕç.

Çавăн пекех Михаил Васильевич Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçат журналисчĕсемпе курнăçрĕ, вĕсен Çĕнĕ Шупашкарăн, республикăн кулленхи пурнăçĕпе çыхăннă чылай ыйтăвне хуравларĕ. Химиксен хулинчи промышленноç аталанăвĕ, социаллă ыйтусене татса парасси, Шупашкар шыв управĕн шайне çĕклессии - çак тата ытти ыйту тавра интереслĕ те тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатăн ытларикунхи номерĕнче.

Н.ДМИТРИЕВ.

 

Рубрика: 
Теги: