Культура - пурнăçăмăр никĕсĕ

23 Ака, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Мускавра Раççейре Культура çулталăкне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне хутшăннă. Унта Культура çулталăкĕн тĕп мероприятийĕсен планне мĕнле пурнăçланине, çав мероприятисене информаци енĕпе тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе явнă.

Ларăва РФ Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко, Раççей Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Федераци Канашĕн Чăваш Енрен суйланă членĕ Галина Николаева, республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, культурăн паллă ĕçченĕсем Марк Захаров, Владимир Спиваков, Илья Глазунов, Владимир Грамматиков, Андрей Дементьев, Николай Бурляев, Олег Табаков тата ыттисем хутшăннă.

Валентина Матвиенко ларăва уçнă май кăçалхи ĕç культура сферинчи лару-тăрăва тĕпрен улăштарма тивĕççи çинчен каланă. Ольга Голодец палăртнă тăрăх - çĕр-шывăмăр культури чи пĕчĕк поселоксене те çиттĕр, унпа кашниех паллашма пултартăр тесе культура анлăшне май пур таран сармалла.

Тĕп доклада Раççей культура министрĕ Владимир Мединский тунă, Культура çулталăкĕнче ирттерме планланă тĕп мероприятисемпе паллаштарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та сăмах илнĕ. Вăл Культура çулталăкĕ республикăшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă. «Чăваш Ен - Раççейĕн питĕ илемлĕ те пуян кĕтесĕ. Вăл иксĕлми нефтьпе е газпа, ылтăнпа е алмазсемпе мар, хăйĕн илĕртÿллĕ çут çанталăкĕпе, авалхи историйĕпе, хăйне евĕрлĕ культурипе, çирĕп йăли-йĕркипе, ĕçчен, ырă, уçă кăмăллă çыннисемпе пуян», - тенĕ Михаил Васильевич.

Вăл çавăн пекех республикăра 2014 çулта культура сфери валли мĕн пур çăл куçран 1,5 млрд тенкĕ уйăрассине палăртнă. Ку пĕлтĕрхинчен 10% нумайрах. Кăçал пурнăçламалли мероприятисен тĕп пайĕ патшалăхăн культура учрежденийĕсене реконструкцилессипе, вĕсен техника хатĕрĕсене çĕнетессипе, ачасен искусство шкулĕсене музыка инструменчĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр çул-йĕр - Чăваш Енĕн историпе культура еткерне упраса хăварасси, мĕншĕн тесен вăл гуманизм хаклăхĕсене çирĕплетмелли никĕс кăна мар, ку туризма аталантарма пулăшнă май республика имиджне, унăн инвестици илĕртÿлĕхне те йĕркелет.

Ларура çамрăк авторсен пултарулăхне, искусствăри реализм çул-йĕрне, ал ăсталăхне, ытти çул-йĕре тĕревлессипе çыхăннă сĕнÿсем янăранă. Валентина Матвиенко палăртнă тăрăх - искусствăри пĕр çул-йĕре пулăшни теприне такăнтармаллине пĕлтермест. «Мĕн пур чечек çеçке çуртăр - эпĕ çакăншăн», - тенĕ ФК спикерĕ. Ларура сÿтсе явнине пĕтĕмлетсе протокол йышăнăвне тунă.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.