«Култаракан арча». Çĕнĕ Мăрат ачисем видеожурнал кăлараççĕ

Ачасем, эсир «Култаракан арча» пирки илтнĕ-и? Эпир вара ун çинчен чылай пĕлетпĕр. Ку — Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕн хастарĕсен «пепкийĕ». Вырăс ачисен «Ералаш» киножурналне куç умне кăларăр-ха. Шăпах çавăнти пек кулăшла тата кăсăклă сюжетлă кăларăмсемпе палăрса тăрать те «Култаракан арча» видеожурнал. Тата вĕсем тăрăшнипех нумаях пулмасть пĕр мультфильмри сăнарсем чăвашла калаçма тытăннă.

Кашниншĕнех кăсăклă

Ку таранччен Мăратсем 5 серине кун çути кăтартнăччĕ. Çак кунсенче «Телейлĕ вĕренекен» ятли халăх патне çитрĕ. Видеожурнал калăплаканĕ — шкулти «Çĕнĕ хум» пресс-центр. Унти хастарсем кашни уйăхра шкул хаçачĕ кăлараççĕ, фоторепортажсем, видеороликсем хатĕрлеççĕ, «Контактра» социаллă сетьре «Çĕнĕ Мăратри шкул ачисен юхăмĕ /РДШ/» ушкăна тытса пыраççĕ, пичет кăларăмĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Шăматкунсерен иртекен кружокра ачасем статьясем çырма, сăн ÿкерме, ытти ĕçе пурнăçлама хăнăхаççĕ. Вĕсене журналист тата видеооператор ăсталăхне алла илме пулăшаканĕ — Валентина Филиппова аслă вожатăй.
Театр çулталăкĕнче ачасене артист тата актер профессийĕн вăрттăнлăхĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе Валентина Анатольевна кĕске фильм ÿкерес шухăш патне пырса тухнă. Анчах çак кăткăс ĕçе вĕçне- хĕрне çитереймесрен хăраса пысăках мар видеокăларăмсем çинче чарăннă. Çуллахи каникулта «Шевле» ла-герьте канакан 1-4-мĕш классем савăнсах хăйсене актер ролĕнче тĕрĕслеме килĕшнĕ. «Ералаш» видеожурналти кăмăла каякан 5 серине суйласа илнĕ вĕсем. Вĕсене чăвашла куçарса, кăшт улшăнусем кĕртсе ÿкернĕ. «Ăшă сăмах вăйĕ», «Чăнкă ручка», «Вăрманта — хăнара…», «Куçа курăнсан», «Пĕлÿ çăл куçĕ» серисенче шкул пурнăçĕнчи, ачасен хутшăнăвĕсенчи кулăшла самантсем сăнланнă. «Чăнкă ручка» серире ачасем кăна мар, йытă та историе кĕрсе юлнă. Му-му сăнар валли Валентина Анатольевнăн ăна килĕнчен илсе килме тивнĕ. Халĕ анчăк, çул тăршшĕпех киле тарас шухăшпа тапаçланнăскер, «киноçăлтăр».
Аслă класра ăс пухакан Таня Матросова пĕр серире вĕрентекен рольне калăпланă. Çав тери ĕненмелле пулса тухнă вăл, чăн-чăн артист тейĕн!
— Мана «Култаракан арча» чăвашла пулнипе, ачасене хăйсен пултарулăхне уçма пулăшнипе кăмăла каять. Ăна курса чăвашла кино, фильм ÿкерессе шанатăп, — пайларĕ вăл шухăш-кăмăлне.
5-мĕш серире тĕп рольте ÿкерĕннĕ Елизавета Наумова та хăйне чăн-чăн актер евĕр туйнине пытармарĕ. Александра Басникова «Чăнкă ручка» серире вĕрентекен пулнă.
— Мана ÿкерĕнме питĕ килĕшрĕ. Хама хăюллăрах туйма тытăнтăм, — терĕ вăл видеокамера умĕнче вăтанас туйăм çĕтнине палăртса.
— Кĕçĕннисенчен чи хастаррисем камсем-ши? — шухăша путрĕ Валентина Филиппова. — Кашниех хăйне артист вырăнĕнче туйса курасшăн пулчĕ, çавăнпа кашни кăларăмра тĕп рольсене çĕнĕ ачасем вылярĕç. Ачасем ĕçсĕр ан ларччăр, усал йăла-йĕркепе ан туслашчăр тесе тăрăшатпăр. Вĕсем видеооператор, актер профессийĕпе кăсăкланни савăнтарать. Çулла «Култаракан арчан» 5 серийĕ кун çути курчĕ, çак енпе малалла ĕçлесшĕн. Ачасене те, куракансене те ку ĕç кăмăла каять. Хĕллехи каникулта тата виçĕ сери ÿкертĕмĕр. Хальлĕхе монтаж ĕçĕсем пыраççĕ. Çывăх вăхăтра сире «Патак ачи», «Чи телейлĕ ача», «Ĕмĕтленни сиенлĕ мар», «Дежурнăй пултăм» ятлисемпе паллаштарăпăр-ха.
Хастарсем хăйсем те сценари шухăшласа кăларма тăрăшаççĕ. «Дежурнăй пултăм» серин сюжет йĕрĕ чăн пулни çинче никĕсленнĕ. Мĕн çинчен вăл — часах пĕлĕпĕр.

«Морошка» мультфильм чăвашла янăрарĕ

Мăратсем тăрăшнипех нумаях пулмасть «Морошка» мультфильмри сăнарсем чăвашла пуплеме тытăнчĕç. Çак шухăш 6-мĕш класра вĕренекен Александра Федотовăна пула аталаннă тесен йăнăш мар. «Ералаш» киножурнал кастингĕ витĕр тухнăскер «Чиполлино» мультфильмра Помидор сассине евĕрленĕ. Çак пулăм Валентина Филипповăна пĕр шухăш патне илсе çитернĕ: «Мультфильмсене чăвашлатма та пулать-çке». Ачасем те хавхаланнă, хамăр та тăваятпăр тесе ĕçе пуçăннă. Саша Федотова, Лиза Наумова, Нарспи Борисова, Лида Матросова, Ваня Филиппов — акă камсен сассипе калаçаççĕ мультфильмри сăнарсем.

— «Морошка» мультфильмра эпĕ пĕчĕк хĕрачана калаçтартăм. Питĕ кăсăклă ĕç иккен çакă. Уроксем хыççăн пухăнса диктофона сасăсене çыртăмăр. Кайран пирĕн ертÿçĕ Валентина Анатольевна монтаж турĕ. Мана хамăр шкулти ачасемпе пĕрле ĕçлеме питĕ килĕшрĕ, — терĕ Саша Федотова.
— Эпĕ «Морошка» юмахри путекĕн сассине евĕрлерĕм. Ку пĕр вăхăтрах интереслĕ те, кулăшла та, хăвна чăн путек пекех туятăн. Халĕ çак юмах маншăн чи юратни, — йăл кулчĕ Нарспи Борисова.
Кашкăр Лидия Матросова сассипе калаçать. Ятарласа сассине хулăнлатма тăрăшнă хĕрача. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Валентина ФИЛИППОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.