Куллен çул çинче — пулăшма яланах хатĕр
3 Jul, 2018 | Актуально | ШĔМ

Тĕп хулари Президент бульварĕнчен аяларах çулсем хĕресленекен вырăнти ункăра ПАИ сотрудникĕсем пĕр автомобиле чарнă — водитель докуменчĕсене тĕрĕслеççĕ. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче Патшалăх автоинспекцине туса хунăранпа 82 çул çитрĕ, анчах çул-йĕр инспекторĕсем, авă, хăйсен професси уявĕн кунĕ пулнине пăхмасăр ĕçре — служба тивĕçне пурнăçлаççĕ.

Çакна, пакунлă çынсем праçник кунĕнче те, кирек мĕнле çанталăкра та çулсем çинчи йĕркелĕхе сыхланине, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Ытларикун Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн Богдан Хмельницкий урамĕнчи çуртне пухăннисене саламлама ятарласа пынăскер ПАИ ĕçченĕсене транспорт çÿревне тивĕçтернĕшĕн кăна мар, çул çÿреве хутшăнакансене тивĕçлĕ воспитани панăшăн та тав турĕ: «Эсир ача сачĕсене те çитетĕр, пĕчĕккисене çул-йĕр правилисене вĕрентетĕр. Çавна май тепĕр чух ачасем аслисене ăс пани те пулать: «Атте, светофорăн хĕрлĕ çути çутнă чух çул урлă каçма юрамасть». ПАИ инспекторĕ çакăншăн, çынсемпе тимлĕ, вĕсене пулăшма яланах хатĕр пулнăшăн чăннипех хисепе тивĕç.

Шалти ĕçсен министрĕн Сергей Неяскинăн шучĕпе, автоинспекци — йĕркелĕхе тивĕçтерекен тытăмăн тĕп пайĕсенчен пĕри. Транспорт хатĕрĕсен шучĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пынă чухнехи условисенче автоинспекци сотрудникĕсен чылай чух çемйисем пирки манса кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме те, хăрушлăхпа куçа-куçăн тăма та тивет — шанăçа яланах тÿрре кăлараççĕ. ШĔМ ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Михаил Киселев та, хăй вăхăтĕнче министр пулнăскер, ПАИне полицин дежурнăй чаçĕшĕн «васкавлă пулăшу» вырăнĕнче тесе хаклать. Çулсем çинчи инкексенче кăна мар, ытти чух та пулăшу кирлĕ çĕре шăпах çак служба представителĕсем чи малтан çитеççĕ — çынсен сывлăхне, пурнăçне çăлса хăварнă тĕслĕх те пайтах.

Ĕçне кура – чыс-хисеп. Тата – наградăсем. Республикăн Хисеп грамотине, ЧР Пуçлăхĕн Тавне, ШĔМĔН Хисеп грамотине, ытти наградăна тивĕçнисен ретĕнче — Владимир Романов хăй, ПАИн тĕрлĕ подразделенийĕнче ĕçлекен Николай Михайлов, Александр Иванов, Валерий Ухлинов, Олег Можаев, Сергей Субботкин, ыттисем. Массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытассишĕн яваплă пулнă май пирĕнпе, журналистсемпе, уйрăмах туслă Петр Чеблуковпа Александр Кузьмина та награда илнĕ ятпа саламлатпăр — хавхалантарăва чăннипех тивĕç.

Николай КОНОВАЛОВ. CAP.RU порталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас