Куçăхнă телей. Рита АРТИ

7 Çурла, 2015

/Малалли. Пуçламăшĕ 148-151-мĕш номерсенче/.

Сасартăк чыхăнтарса-антăхтарса касса ыратса килчĕ Алюшăн. “Туп кайса, юхха!” - илтĕнчĕ хулăн сасă. Арçын сасси. Юлашки вăхăтра час-часах илтет ăна арçын ача. Çук, Алюшăн пулас ашшĕн сасси мар ку. Лешĕ кун пек кăшкăрнине нихăçан та никам та илтмен пулĕ. Арçын пек те мар, яланах çепĕççĕн, юрă евĕр шăранса пыратчĕç унăн сăмахĕсем. Ку ытла та тискер илтĕнет. Унтан татах такам Алюшăн пулас амăшне хырăмĕнчен темĕнле йывăр япалапа кĕрслеттерчĕ курăнать. Алюшшăн тĕнче пĕтсе килнĕ пекех туйăнчĕ. Юлашки вăхăтра пĕр вĕçĕм ыратнипе ахаль те хавшаса çитнĕ арçын ача текех чăтаймарĕ, макăрса ячĕ. Сассăр. Куççульсĕр. Хăйне такам курасран, хăйне такам илтесрен шикленнĕ евĕр ĕсĕклерĕ пĕчĕк чун. Ан шиклен, Алюш, макăр чуну каниччен. Аннÿ варĕнче сана куншăн никам та тиркесе пĕр сăмах та калаймĕ. Кайран вара, чунсăр çынсен хушшине лексен, тăвăннă чунна куççульпе çуса уçăлтарма та чарĕç. Ара, арçынсен вăйлă пулмалла. Вĕсен макăрма, хăйсен вăйсăрлăхне кăтартма юрамасть. Сана лăплантарма тăрăшакан та, ĕмĕрлĕх аманнă чунна сиплеме ăшă сăмах шыракан та пулмĕ. Макăр, Алюш. Эсĕ çак çут тĕнчене киличченех - пĕччен. Çил-тăвăл лăскĕ сан чунна, эсĕ ан парăн. Сивĕлĕх ярса илсе хупăрлĕ тепĕр чух - чăт Алюш, ан парăн. Тăлăх тесе, хÿтĕлекен çук тесе таптас текен те тупăнĕ - эсĕ çул хĕрринчи мăян мар, Алюш, ан парăн. Вăйлă çилпе авăнсан та - ан хуçăл. Сивĕре шăнсан та - ан пăрлан, чунна тăм илме ан пар. Упранса юлас тесен усалпа усал пул, Алюш, ырăпа - ырă. Пĕл, çĕр çинче, кирек мĕнле пулсан та, ырри ытларах. Санăн çулу çинче те тĕл пулĕç-ха вĕсем, Алюш. Шан çакна. Шанмасан - ан та çурал. Усал шухăш усала вăйлатать, ырри - ыррине. Ырă шухăшпа кил çак çĕр çине, Алюш.

Ача лăпланса та çитейменччĕ, амăшĕ, халĕ ăна амăшĕ тесех каламалла-тăр, анчах хĕрарăм хăй çак сăмаха илтсе ĕлкĕреймерĕ, шари кăшкăрса ячĕ те... ĕмĕрлĕхех шăпланчĕ. Ăнланмалла мар туйăм ярса илчĕ Алюша. Темĕн курăнать пек, темĕн куçать пек йĕри-тавра. Йăлт чун кĕнĕн туйăнать, йăлт йăшăлтатать. Йăлт хускалать ун таврашĕнче. Ăшă, унтан вĕри пулса кайрĕ ăна. Чунĕ хĕсĕнчĕ, пăвăнчĕ, тăвăлчĕ. Йывăр-йывăр пулса кайрĕ Алюша.

* * *

...Усал хыпар çитнĕ хыççăн çамрăк хĕрарăм хăйне ниепле те алла илеймерĕ çав. Аманнă тискер кайăк пек енчен енне сулăнчĕ вăл, пулăшу тата тĕрек шыраса енчен енне куçĕпе сăнарĕ, инкекрен тухмалли çăлăнăç çулне хыпаласа чунĕпе енчен енне çапкаланчĕ. Шел, ытла та çамрăкла тăлăха тăрса юлнă арăм енне пулăшу алли тăсас текен тупăнмарĕ. Чун вара çунчĕ. Нимрен ытла çавă вĕт-ха, чун тени, асапланать. Вутра çунать, çатмара ăшаланать, çулăмĕ кăна курăнмасть. Çавăнпах пушара сÿнтерме пулăшмашкăн никам та васкамасть. Чунсăр çынсенех мĕнле аван пуль пурăнма...

Арманăн çичĕ чулĕ хушшине лекнĕ пек тĕпренсе арканнă хыççăн пулас амăшне пулăшас текен çапах та тупăннине тÿрех туйрĕ-сисрĕ Алюш. Çавăн чухне пĕрремĕш хут йÿçенкĕ тутă лекрĕ ун патне. Çавăн чухне тутине пĕрремĕш хут кăмăлсăррăн пĕркелерĕ арçын ача. Çак йÿçенкĕш ĕнтĕ унăн малашлăхри апачĕ пулса тăрасса ун чухне тĕлленме те пултараймарĕ-ха вăл. Анчах çак йÿçенкĕш унăн апачĕ кăна пулса тăмарĕ, пурнăçне тĕпрен улăштарчĕ. Улăштарчĕ кăна мар, аркатрĕ...

“И-и-и, ара, мĕн, çаплах кулянса пурăнатăн-им?“ - илтĕнчĕ малтанлăха евĕккĕн сасă. Ку таранччен илтмен ăна Алюш, çавăнпах кам çапла тăсарах калаçма пултарнине те пĕлмест. Ăçтан пĕлтĕр - унăн пулас амăшĕ халиччен ун пек çăмăлттай хĕрарăмсемпе хутшăнса та курман вĕт. Мăшăрĕпе, хунямăшĕпе килĕшÿре те юратура пурăннăскер йÿççине пĕр çăвар та сыпса курман. Ăна, тăлăх хĕре, çемьене ăшшăн йышăннăшăн упăшкине те, унăн амăшне те тав туса çитерейместчĕ. Пархатарлăх мĕнне пĕлетчĕ çав Алюшăн пулса пĕтеймен амăшĕ. Тăлăхăн мăян тутиллĕ çăкăрне сахал астивме лекнĕ-и хĕре? Шăши те пулин хÿрипе çапса кÿрентерме хăтланатчĕ вĕт мăнтарăна. Юрать-ха мăшăрĕ ытла та ырă кăмăллăскер çакланчĕ. Кÿрентерме мар, арăмĕ çине сасă та хăпартса курман арçын. Хĕрарăм та çамрăк пулин те пурнăçра хура-шурне тем чухлĕ курнă аслă çулти çын пекех тыткалатчĕ хăйне. Пĕр-пĕрне упрама тăрăшатчĕ мăшăр. Ырă сăмахне пĕр-пĕриншĕн шеллеместчĕç вĕсем. Юратакан чĕресене тепĕр чухне сăмах та кирлĕ мар вĕт. Куçран куçа пăхса пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланатчĕç арçынпа хĕрарăм. Тĕлĕнмелле те, Алюш çакна - мăшăр пĕр хум çинче хутшăннине - туятчĕ, чунĕпе илтетчĕ. Çапла варти пепке те юрату кÿллинче чăпăл тăватчĕ, çапла вара ашшĕпе амăшĕн тата пепкин - виçĕ чĕре - пĕр кĕвĕллĕн тапатчĕ.

“Йÿççи” аркатрĕ пурнăçа. Калаççĕ çав хĕрарăм арçынран хăвăртрах ĕçсе супать тесе. Çав кун Алюшăн пулас амăшĕ те аллине пĕрремĕш хут черкке тытрĕ. Киревсĕр шĕвеке пĕрремĕш хут сыпрĕ. Çÿçенмерĕ те. Нимĕн çинчен те, никам пирки те шухăшламарĕ вăл çак самантра. Тĕрĕссипе, эрех йÿççине туймарĕ те. Хайхи евĕк сасăллă хĕрарăм ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ. “Çавăрса хутăн та вара эсĕ, - тĕлĕннине пытараймарĕ хайхи. - Ĕмĕр тăршшĕпех ĕçсе кăна пурăннă тейĕн. Ячĕшĕн те пулин çÿçененçи тăвасчĕ хăть!” Унтан хайхи сассах пурăнма вĕрентме пуçларĕ. “Эсĕ халĕ çап-çамрăк-ха. Çакăн пек кĕлеткене хуйхă-суйхăпа типĕтсе пурăнмалла-и? Пушшех те - эмелĕ те, акă, алă айĕнчех. Аллă грамм - вçо! йăлтах сипленчĕ, - малтанах евĕккĕн илтĕннĕ сасă халĕ килпетсĕррĕн ихĕлтетрĕ. - Вăл та пулăшмасан, акă, кур! Эпĕ сан патна тата тепĕр тĕрлĕ кучченеçпе килнĕ. Мĕн туса ларатăн вара эсĕ, сассуна пар!” - Алюш илттĕр тесех тăрăшать тейĕн евчĕ. Çапла, ку хĕрарăма тÿрех “евчĕ” сăмахпа питлерĕ Алюш. Илтнĕ-çке ăна вăл, пĕлет, унăн пулас ашшĕ-амăшĕ те евчĕ пулăшăвĕпе усă курса пĕрлешнĕ. Чим-ха, ара, евчĕ пулсассăн... Арçын ачан тăнлавĕ янăраса кайрĕ. Унăн пулас амăшĕ валли упăшка шырамасть-и ку хĕрарăм?! Ашшĕ вара, пулас ашшĕ епле-ха? Алюш пулас амăшне инкекрен хăтарас евĕр тапкаланчĕ, усал ĕç пуласса ача чунĕпе сиссе хĕрарăма хырăмĕнчен мĕнпур вăйран тĕкрĕ. “Санăн мĕн, хырăмри халех балет ташлать пулас, кур-ха, - йĕлпĕрчĕ хăйăлти сасă. - Халех лăплантарăпăр ăна. Тепĕр тесен, зонăра ун пеккисене кăна мар туххăмрах шăплантарнă. Ку халĕ шĕвĕркке кăна-ха. Ха-ха-ха! - пулас амăшĕн хырăмĕнчен хыттăнах шаккарĕ хайхи. - Эй, унта, шалта, шăп пул! Унсăрăн эпĕ сана...” Сăмахне вĕçлеймерĕ хăйăлти сасă - паçăрхи хĕрарăм пÿлчĕ: “И-и-и, ара, пăхатăп та, эсир хăвăртах пĕр чĕлхе тупрăр курăнать. Апла эпĕ чăрмантарса ларам мар-ха. Ĕне те кĕтÿрен таврăнчĕ пуль. Час сумасан пĕр ял илтмелле макăрать вăл манăн, каскăн. Хуçи килте маррине пурне те пĕлтермелле-çке унăн часрах. Сире паллаштармарăм-ха та... Ку - манăн иккĕмĕш сыпăкри пиччем. Ан тирке. Халĕ, тепĕр тесен, тиркемелли вăхăтсем иртрĕç ĕнтĕ санăн, мĕн пуррипе çырлах. Арçын, кирек мĕнле пулсан та, арçынах. Çамрăк хĕрарăмăн юнĕ те вĕри, сиксех вĕрет пуль. Атя, тепрер черкке тултар та”, - ихĕлтетрĕ хайхи. Алюш халĕ çак сасса мĕн тери курайманнине каласа кăтартма çĕр çинчи нимĕнле сăмах та çитес çук. Ача нимĕн тăвайманнипе чышкине чăмăртарĕ. Хĕрарăм хырăмĕ çинче икĕ пĕчĕк чăмăр мăкăрăлса тухрĕ.

“Кур-ха, санăн анчăку мана халех юнасшăн курăнать, - хĕрĕнкĕленнĕ кил хуçине мăкăрăлса тухнă вырăнсенчен самаях ыратмалла чышрĕ хăйăлти сасă хуçи леш хĕрарăм тухса кайсан. Унтан ăна хăй çумне туртрĕ:

- Кил-ха, суранна сиплер. Каларĕ-ха мана йăмăкăм сирĕн кунта мĕн пулса иртнине. Патриотсем тупăннă! Çĕршыва сыхласа пуç хунă-и-ха упăшку? Кама усă турĕ çапла хăтланса? Пурăнасчĕ киленсе, çамрăк та чипер арăмпа рехетленсе...”

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.