Куç çивĕчлĕхĕн управçисем

15 Çĕртме, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Республикăри офтальмологин клиника больници 35 çул тултарнине халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă.

Чăваш хутлăхĕнче пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне аталантармашкăн, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче сипленме хăтлă условисем тумашкăн сумлă инвестицисем хывнине вăл уйрăммăн палăртнă. Республикăра чĕрепе юн тымарĕсен, травматологин, сиплевĕн ытти профилĕ енĕпе пысăк технологиллĕ, ăста та опытлă кадрсем çирĕплетнĕ, хальхи йышши оборудованипе пуянлатнă ятарлă центрсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсем пулăшнипе Чăваш Енри клиникăсенче кăткăс операци тăвасси 2010 çултанпа икĕ хут ÿснĕ. Çакăнта, паллах, офтальмологсен тÿпи самай.

Михаил Игнатьев асăннă служба хастарĕсен çитĕнĕвĕсене пысăк хак панă. «Эсир, çамрăк та пултаруллă специалистсем, малалла ăнтăлни, тивĕçĕре яваплăха туйса пурнăçлани чăннипех савăнтарать. Пациентсен куç çивĕчлĕхне упраса хăварассишĕн çине тăратăр, вĕсем пулăшу пахалăхĕпе кăмăллă юлччăр тесе тăрăшатăр.Çынсене шанăç парнелетĕр», — тенĕ вăл уява пухăннă медицина ĕçченĕсене ăнăçу суннă май.

Уяв чыславсăр иртмест паллах, Ĕç çыннин çулталăкĕнче вара — уйрăмах. Куç сиплевçисен хушшинче пултарулăхпа палăракан сахал мар. Чăваш Ен Пуçлăхĕ сывлăх сыхлавĕнчи çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн медиксене тĕрлĕ наградăпа чысланă.

Клиника больницин тĕп врачĕ Дмитрий Арсютов ĕçтешĕсене паллă кун ячĕпе саламласа умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçламашкăн пултаруллă хутшăннăшăн тав тунă. Вăл хăй ертсе пыракан коллектив çитĕнĕвĕсемпе, çĕршыври офтальмологие чăваш сиплевçисем хывнă тÿпепе паллаштарнă, малашлăх аталанăвне уçăмлатнă. Тĕп тухтăр палăртнă тăрăх — лазер технологийĕ çулсерен çĕнелсе лайăхланать. Катаракта хирургийĕнчи çитĕнÿсем курăмлă. «Хальхи йышши мелсем пулăшнипе чи пысăк шайри пулăшупа тивĕçтерме пултаратпăр. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлекен йышпа ăнтăлни ăнăçу çулне такăрлама май парать», — пĕтĕмлетнĕ Дмитрий Арсютов.

Палăртма кăмăллă: Республикăри офтальмологин клиника больницине диагностикăн тата хирургин хальхи йышши оборудованийĕпе пуянлатнă, сиплев учрежденийĕнче çуллен пурнăçлакан операцисен шучĕ 4,5 пинрен 10 пине çитнĕ, пысăк технологильлисен хисепĕ 20 хут ÿснĕ.

Куç сиплевçисене паллă кун ячĕпе çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата официаллă ытти çын саламланă.

Валентина ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.