Крымран – виçĕ медальпе

Авăн уйăхĕн 20-23-мĕшĕсенче тимĕр вăййине юратакансем Крым Республикинчи Алушта хулине пухăннă. Çĕршыв кубокне çĕнсе илессишĕн 32 регионти 200 ытла пăхаттир вăй виçнĕ. Хура тинĕс хĕрринче иртнĕ турнирта чăваш спортсменĕсем те палăрнă.

Чăваш Ен чысне унта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем хÿтĕленĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче помост çине Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре çуралса ÿснĕ Анастасия Александрова тухнă. Вăл Калуга облаçĕнчи спорт мастерне ултă очко выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăннă. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптакан тепĕр çамрăк Василий Кириллов Крымра иртнĕ турнирта спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Лаш Таяпа каччи кунашкал ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăннă пулин те 7-мĕш кăтартупа палăрнă. Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров пулăшнипе спортра пирвайхи утăмсем тунă Алексей Иванов çĕршыв турнирĕнче пуçласа 78 килограмлă виçере тупăшнă. Чăваш пăхаттирĕ кунта та çухалса кайман: Челябинскпа Буряти спортсменĕсенчен кăшт кая юлса виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕн пăхаттирĕ Сергей Соловьев 238 очко пухса вăл турнирăн виççĕмĕш картлашки çине çĕкленнĕ. Сăмах май, РФ спорт мастерĕ «Хыпар» хаçат турнирĕсенче 9 хут çĕнтернĕ, 2015 çулта тĕнче кубокĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн спортсменсем «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» стадионта иртекен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хатĕрленеççĕ.

 

 

Владислав СИДОРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.