Кролик куçне сиплемелле

4 Нарăс, 2016

Кролик çурисен куçĕсем куç­çулленме пуçларĕç? Çакă мĕнрен килет тата ăна мĕнле сиплемелле?

Виталий АТЛАСКИН.

Вăрмар районĕ.

Хăшпĕр чухне кроликсен ку­çĕ­­­­­­­сем хĕрелме, куççульленме пуçлаççĕ. Чĕрчунăн куçĕсем çурма хупă, çутăна кăларсан вуçех те уçаймасть. Çа­кă кроликăн кон<юнктивит чирĕ. Вăл куçа çапăнтарнипе, шĕвĕр япалапа лектерсе ыраттарнипе, куçа çÿпĕ кĕрсен тасалайманнипе аталанать. Кролик çурисен апат­ра витамин А çитменнипе те кон<юнктивит пуçланма пултарать. Чирлĕ кролик куçĕ куççульленет, хĕрелет, йĕри-таврашĕнчи çăмĕ те йĕпенет, пĕрмаях йĕпе тăнипе куç тав­рашĕнчи çăмĕ тăкăнма пуçлать. Чĕрчуна вăхăтра сиплемесен куçра пÿрлешке чирĕ аталанать. Пÿр типсе куç хупанкисене çыпăçтарса лартать. Куç йĕри-тавра шыçма пуçлать.

Витамин А çитменнипе пулакан кон<юнктивит чухне чĕрчунăн сывлавĕ йывăрланать, хусканăвĕсем япăхланаççĕ, шăнăр туртма пултарать, ÿт температури ÿсет. Кролик çури начарланса суккăрланать, вилет.

Конъюнктивита сиплемелле. Чĕрчун куçĕсене 3:-лă бор йÿçекĕн /кислоти/ е фурацилинăн вăйсăр шĕвекĕпе çумалла. Унтан 2-3 тумлам резорцин ямалла.

Куç пÿрленсе тăрсан пÿре фурацилин шĕвекĕпе йĕпетнĕ мамăкпа тасатмалла. Куç хупанки айне бор маçĕ хумалла, е 0,25-0,5: зеленка, е 30: альбуцид тумлатмалла. Чĕрчуна сиплеме çын усă куракан маçсемпе куç тумламĕсем юрăхлă.

Малашне чирлесрен читлĕхсене лайăх тасатмалла, вăхăт-вăхăт вĕсене децинфекцилемелле. Кроликсем патĕнче тăрăнакан япаласем пулмалла мар.

Выльăх рационне каротинлă апат /витамин А/ кĕртмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.