Коррупципе кĕрешес ĕçе мĕнле йĕркеленĕ?

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн субъекчĕсене патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ чухне коррупци сĕмĕллĕ преступленисене асăрхаттарас, тупса палăртас тата пĕтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Çакăн пирки ларура ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова каласа кăтартрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — хальхи вăхăтра предпринимательсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет, çав шутрах субсиди парса та. Финанс пулăшăвне тивĕçнисен ку укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла, çакăн пирки отчет памалла. Субсидипе килĕшÿре палăртнă тĕллевсемпе усă курмасан ăна каялла тавăрса пама тивет. Михаил Игнатьев патшалăх пулăшăвне тивĕçекен предпринимательсен хăйсем çине илекен обязательствăсене вăхăтра пурнăçламаллине аса илтерчĕ.

Социаллă сфера органĕсемпе учрежденийĕсенче коррупципе кĕрешес ĕçе мĕнле йĕркеленипе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов паллаштарчĕ. Ларура ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас