Коррупцие ямăттине хапсăнни никĕслет
Пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли куна 2003 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче ПНОн Коррупцие хирĕç конвенцине алă пусассине уçнă кун пĕлтернĕ, çапла вара ăна çуллен раштавăн 9-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Конвенци тĕллевĕ - коррупцирен сыхланасси, ăна кăкласси.
Паллах, çакă коррупципе асăннă кун кăна кĕрешмеллине пĕлтермест. Çулсен строительствипе çыхăннă, патшалăх хыснине çĕр миллион тенкĕлĕх сиен кÿнĕ ултав, Атăл çыранĕ çинчи çĕр лаптăкĕсемшĕн чиновник 4 млн тенкĕ взятка илни... Çак тата коррупципе çыхăннă ытти тĕслĕх, ку преступленисене тĕпчесси, уголовлă ĕçсене суда çитерсе айăплисене явап тыттарасси - Чăваш Енри коррупци палăрăмĕсене тимлĕ сăнаса тăрă шыв çине кăларас енĕпе ĕçлекен Сергей ПАВЛОВШĂН пурнăç пĕлтерĕшĕ пулса тăнă теме те юрать.
- Ăçта укçа нумай - унта коррупци те ытларах, ку - çыншăн кăтартуллă пулăм, - тет Сергей Павлов, ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешессипе çыхăннă саккунсене пурнăçлассине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ. - Чăваш Ене кÿршĕ регионсемпе танлаштарас-тăк - эпир бюджетпа пирĕнпе пĕрешкел Мари Элпа Ульяновск облаçĕн шайĕнче. Пуян Тутарстанрах кунашкал тĕслĕх чылай ытларах. Коррупци яланах çын хăй пайта курас тенипе, çывăх çыннисене услам кÿрессипе çыхăннă. Кунашкал сăлтав çук-тăк - коррупци преступленийĕсем çинчен калаçни те вырăнсăр.
Хăçан та пулин коррупцие пуçĕпех çĕнтерме пултарăпăр-и? Ку - манăн чи пысăк ĕмĕт. Анчах ытти патшалăхăн, çав шутра çакнашкал преступленисемшĕн вĕлермелли приговорсем палăртакан Китай опытне шута илсен - коррупцие пĕтĕмпех кăкласси иккĕленÿллĕ. Коррупци тĕнчери мĕнпур çĕршывра пур. Раççейпе унăн регионĕсенче те, çав шутра пирĕн республикăра та. Çивĕчлĕхĕ коррупци пурринче кăна та мар, вăл обществăра мĕнлерех сарăлнинче, çĕршыв гражданĕсем ăна мĕнлерех хакланинче, коррупцие хирĕç мероприятисен тухăçлăхĕнче.
Экспертсем калашле, пирĕн ăна общество тÿсме пултаракан шая çити антармалла. Шăпах çакă - пирĕн тĕллев. Çак ĕç тухăçлăхне должноçри çынсене уголовлă майпа явап тыттарнине кăтартакан цифрăсем сăнлаççĕ. Пирĕн преступниксем явап тытакан тĕп статья - взятка илни. Пĕлтĕр çакнашкал 200-е яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă - ку сисчĕвлентерет, мĕншĕн тесен унччен взятка тĕслĕхĕсем 100-тен ытла пулман. Кăçал та çакнашкал 100-е яхăн тĕслĕхе шута илнĕ ĕнтĕ. Çулталăк вара вĕçленмен-ха... Коррупципе çыхăннă преступленисемшĕн тĕрлĕ шайри чиновниксем çакланаççĕ - пысăк должноçрисемех. Юлашки çулсенче служба полномочийĕсен картинчен тухнăшăн уголовлă майпа федерацин ĕç тăвакан влаç тытăмĕсен территори органĕсен темиçе ертÿçине, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсене, районсен пухăвĕсен депутачĕсене суд умне тăратнă.
Пурте тивĕçлипе явап тытнă. Тепĕр чух ĕçтешсем те, право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем, пирĕн куç тĕлне пулаççĕ. Калăпăр, ЧР ШĔМĕн Экономикăри преступленисемпе кĕрешекен оперативлă шырав пайĕсенчен пĕрин пуçлăхĕ тĕп фигурант пулса тăнă уголовлă ĕçе чылайăшĕ астăвать пуль. Служба тивĕçне кура унăн коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тăрă шыв çине кăлармалла пулнă, çав вăхăтрах вăл хăй çавнашкал преступленисем тунă - предпринимательсенчен взятка илнĕ, укçашăн тата ылтăн япаласемшĕн вĕсене хÿтĕленĕ. Çакăншăн 2 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр юлчĕ. Районсен ертÿçисем те çине-çинех взяткăпа лекеççĕ. Нумаях пулмасть суд пĕр районăн взятка ыйтнă экс-пуçлăхне ирĕклĕхсĕр хăвармалли, нумай миллион тенкĕлĕх штрафламалли вердикт палăртрĕ. Взяткăшăн вăл пĕр предпринимателе Атăл хĕрринчи питĕ илемлĕ вырăнти тата коммерци енĕпе питĕ илĕртÿллĕ çĕр лаптăкĕсене туянтарма шантарнă.
Пирĕн ĕç чи малтанах коррупципе çыхăннă тĕслĕхсене тупса палăртасси, вĕсенчен сыхланасси. Чиновниксем патшалăх тата муниципалитет служби çинчен калакан саккуна пурнăçлассине тимлĕ сăнаса тăратпăр. Право хуралĕн органĕсене те куçран вĕçертместпĕр - коррупци тĕслĕхĕсене курмăш ан туччăр, хăйсем те саккуна ан пăсчăр. Унсăр пуçне пирĕн пай çакнашкал уголовлă ĕçсене тĕпчессине надзор мелĕпе сăнаса тăрать, вĕсене судра тишкерес ĕçе хутшăнатпăр. Çапла вара ку ĕçе пуçламăшĕнчен пуçласа вĕçне çитиччен йĕрлесе пыратпăр.
Комментари хушас