Консервланă çимĕçсем усăллă-и?
26 Чÿк, 2015
Пахча çимĕçпе улма-çырлана консервланă чухне витаминсен пĕр пайĕ арканать, упранă май çухалать.
- С витамин. Метела лексен хăвăрт арканать. Эмальленĕ е тутăхман хурçăран тунă савăт-сапапа усă курмалла. Çак витамин улма-çырлапа пахча çимĕçе шăнтсан лайăх сыхланса юлать /90 процента çити/.
- В1 витамин тиамин. Компот, джем хатĕрленĕ май сахал арканать.
- В2 витамин рибофлавин. Вĕрилентернине çăмăллăнах чăтса ирттерет, урăхла каласан, консервланă чухне витамин çухалманпа пĕрех. Анчах та уншăн хĕвел çути сиенлĕ.
- РР витамин никотин йÿçекĕ. Пĕçернĕ чухне çухалмасть, нумай вăхăт упрасан та, типĕтсен те сыхланса юлать.
- В9 витамин. Пĕçерсен-ăшаласан вăл 50-90: çити çухалать.
- А провитамин каротиноид. Шывра ирĕлмест, çура лайăх ирĕлет. Çавăнпа каротиноид пур пахча çимĕçе ÿсен-тăран çăвĕ хушса пăшăхлаççĕ.
- Микроэлементсем, органика йÿçекĕсем. Консервланă чухне арканманпа пĕрех.
- Эфир çăвĕсем. Шăнтсан лайăх сыхланса юлаççĕ.
Комментари хушас