Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

25 Раштав, 2014

Акă 2014 çул та вĕçленет. Çавна май «Сăвăпа чĕрем юрлать, чун чăвашлăхшăн çунать» конкурса пĕтĕмлетме вăхăт. Ачасем, çулталăк тăршшĕпех хастар пултăр эсир, редакцие тавлашмалла тенĕ пекех çыру вĕçтертĕр, сăвăпа чунăра уçрăр, тĕрлĕ темăна хускатрăр. Чи пысăк хисеп вăл - сирĕн хайлав хаçатра пичетленме тивĕçни. Ăна асăнмалăх упрасан кайран ÿссе çитсен вулама мĕн тери интереслĕ-çке!

Халĕ вара çĕнтерÿçĕсене палăртар:

Наташа ХРИСТОФОРОВА (Вăрмар районĕ, Пысăк Енккасси шкулĕ);

Ольга АБРОСИМОВА (Тутарстан, Аксу районĕ, Кивĕ Саврăш);

Аня НИКОЛАЕВА (Куславкка районĕ, Кунер шкулĕ);

Ксения МАТВЕЕВА (Шăмăршă районĕ, Пăчăрлă Пашьел);

Ксения НИКОЛАЕВА (Канаш районĕ, Катек шкулĕ);

Екатерина СУДОВА (Вăрнар районĕ, Калинино шкулĕ);

Саша АНТОНОВ (Вăрнар районĕ, Калинино шкулĕ);

Юлия АДЮКОВА (Елчĕк районĕ, Аслă Елчĕк шкулĕ);

Диана МОИСЕЕВА (Çĕрпÿ районĕ, Чурачăк шкулĕ);

Виолетта АНИФЕРОВА (Çĕрпÿ районĕ, Опытнăй шкулĕ).

Хавхаланăва тивĕçлисем: Катя НИКИФОРОВА (Вăрмар районĕ, Кĕтеснер); Станислав МАНИН (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш шкулĕ); Вероника ПАРИКОВА (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш шкулĕ); Анастасия ПЫРКИНА (Комсомольски районĕ, Шурут шкулĕ); Люба МЕШКОВА (Патăрьел районĕ, Пăлапуç Пашьел шкулĕ); Ольга КУДИКОВА (Шупашкар, 19-мĕш шкул); Полина ИВАНОВА (Çĕрпÿ районĕ, Тавăшкасси шкулĕ); Антон ИГНАТЬЕВ (Элĕк районĕ, Чăваш Сурăм шкулĕ); Ирина ТИМОФЕЕВА (Комсомольски районĕ, Комсомольски 1-мĕш шкулĕ); Глафира РАСКИНА (Çĕмĕрле районĕ, Хутар шкулĕ); Ирина КУЗНЕЦОВА (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ); Луиза ИЛЮШКИНА (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ); Галина МАКСИМОВА (Муркаш районĕ, Шетмĕпуç шкулĕ); Никита ПЫРКИН (Комсомольски районĕ, Шурут шкулĕ); Элина ИВАНОВА (Елчĕк районĕ, Кĕçĕн Таяпа); Татьяна ЕФРЕМОВА (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш шкулĕ); Татьяна ИЗРАТОВА (Елчĕк районĕ, Аслă Пăла Тимеш шкулĕ); Анастасия СУРКОВА (Елчĕк районĕ, Аслă Пăла Тимеш шкулĕ); Нина СТОЛБОВА (Елчĕк районĕ, Аслă Пăла Тимеш шкулĕ); Дмитрий МЯСНИКОВ (Самар облаçĕ, Шунтал районĕ, Аксаку шкулĕ).

Пурне те саламлатпăр! 2015 çулта ыттисене те хастартарах пулма чĕнетпĕр. Çĕнĕ çулта сирĕнтен çĕнĕ те илемлĕ сăвăсем йышăнасса шансах тăратпăр!

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.