Комсомольскинче ĕçсĕр çынсем сахалрах

Комсомольски районĕнче ĕçсĕр çынсем сахалрах. Ку пĕтĕмлетĕве Чăваш Енĕн Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви ака уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне илсе кăтартнă цифрăсем тăрăх тума май килет.

Экономика тĕлĕшĕнчен хастар çынсен тата ĕçсĕрлĕх центрĕсенче регистрациленнисен йышне танлаштарсан Каçал тăрăхĕнче ĕçсĕрлĕх шайĕ чи пĕчĕкки - 0,29 процент. Муркаш районĕнче вăй питтисен 0,32 проценчĕ, Çĕрпÿ районĕнче 0,33 проценчĕ ĕç шырать. Республикăри ĕçсĕрлĕх шайĕ - 0,78 процент е 5038 çын учетра тăрать. Çав вăхăтрах республикăн Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви предприяти-организацисем 15,5 пин çынна йышăнма хатĕррине ĕнентерет.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас