КОМПРЕСА ТĔРĔС ХУМА ПĔЛМЕЛЛЕ

Компресс тĕрлĕрен пулать. Вăл сывлăха сиплĕ витĕм кÿтĕр тесен ăна тĕрĕс хуни пĕлтерĕшлĕ.

Сивĕ компресс

Ÿте çапăнтарса амантсан, мигрень чухне, сăмсаран юн кайсан, пысăк температурăна пула пуç ыратсан витĕмлĕ. Юн кайнине чарать, тăртаннине чакарать.

Меслечĕ. Çемçе пусмана темиçе сий туса хуçлатмалла, сивĕ шывра йĕпетмелле, кăштах пăрса илмелле, сиенленнĕ тĕле е сăмса кăкĕ, çамка çине хумалла. Кашни 3-4 минутра çĕннипе улăштармалла. Процедура вăрăмăшĕ - 5-40 минут.

Вĕри компресс

Юн тымарĕсене хăвăрт сарать, юн çаврăнăшне лайăхлатать. Çавна май ыратни, тăртанни сахалланать, мышца хытни иртет. Вĕри компресс сыпă ыратсан, нефрит аптратсан пулăшать.

Меслечĕ. Çемçе пусмана темиçе сий туса хуçлатмалла, 60-70 градус вĕри шывра йĕпетмелле, пăрса илмелле те чирлĕ вырăна хумалла. Çиелтен полиэтиленпа тата мамăкпа витмелле. 10 минутран пусмана вĕри шывра çĕнĕрен йĕпетсе хумалла.

Ăшăтакан компресс

Ÿт патне кăна мар, тарăнрах тĕртĕмсем патне те юн пырса тăрассине лайăхлатать. Сыпăсем, вăтам хăлха шыçсан, ангина, фарингит, плеврит чухне, ĕмĕртекен амăшĕсен кăкăр шыçсан, çапăнтарса ыраттарсан, сыпă çыххисене амантсан пулăшать.

Меслечĕ. Пир пусмана 2-3 сий е марльăна 4-8 сий туса хуçлатмалла, ăшă шывра йĕпетмелле, пăрса илмелле те ыратакан тĕле хумалла. Полиэтиленпа пусма йăлтах хупланмалла витмелле, çиеле тата пысăкрах виçеллĕ мамăка хулăн сийпе хумалла, бинтпа çăтă çирĕплетмелле, анчах ытла хытă туртса çыхмалла мар.

Ăшăтакан компреса тĕрĕс хунă пулсан малтан сивĕрех пек туйăнать, унтан ăшăтма пуçлать. Компреса илнĕ хыççăн пусма кăштах нÿрĕ тата ăшă пулмалла. Процедурăна çĕрлене хирĕç тумалла, çыхха ирхине илмелле те ÿте шурă эрехпе сăтăрмалла, ал шăллипе типĕтмелле. Иккĕмĕш хут компреса пĕр сехетрен кăна хума юрать.

Пачах юрамасть!

Вар-хырăм органĕсем чирлĕ, температура, юн пусăмĕ пысăк чухне вĕри компреспа усă курма юрамасть.

Температура пысăк пулсан, чĕре çитменлĕхĕ, пуç мимин юн тымарĕсен атеросклерозĕ, тромбофлебит, венăсем варикозла сарăлни, туберкулез аптратсан, инфекци чирĕсем вĕрĕлсен, сыпăсем тăртансан, ыратсан, тимре, экзема, çăпан тухсан ăшăтакан компресс хумалла мар.

Ÿт хĕрелсен, пиçсе тăрсан вăл юсаниччен иккĕмĕш хут компресс хума юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.