Князевăн Вулканĕпе Заряни ­­- чи лайăххисем

15 Çу, 2015

Волгоград облаçĕнчи Новониколаевск районĕнчи Мироновский казак хуторĕнче акар йытăсен регионти "Новониколаевск сунарçи - 2015" куравĕ иртнĕ. Унта Белгород, Волгоград, Воронеж, Киров, Липецк, Мускав, Чулхулапа Пенза, Саратов, Тамбов, Чĕмпĕр облаçĕсенчи, Вологда, Киев, Липецк, Мускав, Саратов, Тамбов хулисенчи тата Чăваш Енри сунарçăсем акар йытăсен 3 тĕрлĕ ăрачĕн 160 йыттине кăтартнă.

Асăннă выставкăна Чăваш Республикинчен Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари биолог-сунарçă Леонид Князев хăйĕн Заряна тата Вулкан йыттисемпе кайнă. Энтузиаста, çутçанталăк тусне инçе çулçÿрев те хăратман. Хăй палăртнă тăрăх - хăйнеевĕр çак куравра икĕ эксперт комиссийĕ ĕçленĕ. 1-мĕш рингра - вырăс ăрачĕллĕ акар йытăсене, 2-мĕшĕнче грейхаундсене, хортисене тата ыттисене хакланă. Пĕрремĕш кунне - кĕçĕн тата вăтам, иккĕмĕшĕнче аслă ушкăнри акарсене пахаланă. Мероприяти йĕркелÿçисем çĕнтерÿçĕсене "Чи лайăх мăшăр йытă", " Пĕр чĕлпĕрти чи лайăх йытăсем", "Чи лайăх çамрăк йытă", "Кураври чи лайăх акар йытă" номинацисемпе палăртнă. Вырăс ăрачĕллĕ акар йытăсене "Раççейре ĕрчетнĕ чи лайăх акар" уйрăм номинаципе чысланă. Волгоград облаçĕнчи Новониколаевск район администрацийĕ чи лайăх сунар йыттисене чыслама ятарлă призсем те хатĕрленĕ. Çĕнтерÿçĕсем хаклă парнесемпе дипломсене тивĕçнĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх - Чăваш Енри "Акар" питомник хуçин Леонид Князевăн "Вырăс ăрачĕллĕ мăшăр акар йытă" номинацире Вулканпа Заряна чи лайăххисем пулнă. Хорты ăрачĕллĕ анчăксен йышăнче Юрзăпа Миража / вĕсене Воронеж облаçĕнчи А.Сычев тытса тăрать/, грейхаундсенчен вара Волгоград облаçĕн сунарçин А.Тихоновăн Глюкозăпа Стар Спрута çитекенни пулман.

Антонина АЛЕКСАНДРОВА

Рубрика: 
Теги: