Клубра ташлаççĕ кăна мар

22 Çу, 2015

Наркополицейскисем профилактика ирттерес, наркотик çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене тупса уçăмлатас тĕллевпе «Каç - 2015» оперативлă мероприяти ирттернĕ.

Пилĕк ушкăн çамрăксем çĕрлесерен канакан вырăнсене - клубсене, каçхи заведенисене - тĕрĕсленĕ. 12 çĕре çитнĕ вĕсем. Тĕрĕслев вăхăтĕнче наркополицейскисем наркотик хутăшĕсене туртса илнĕ, наркотик çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисемшĕн федераци шыравĕнче пулнă çынсене тытса чарнă. Вĕсемех административлă йĕркене пăснă 14 тĕслĕхе шута илнĕ.

Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕ савăнтармасть. Оперативлă служба управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Григорьев каланă тăрăх, каçхи клубсем хăрушă вырăнсенчен пĕри шутланаççĕ. Кунашкал рейдсем вара наркотик тутанакан, саракан çынсене явап тыттарма, сиенлĕ хутăш çулне пÿлме пулăшаççĕ. Вĕсем малашне те иртĕç.