Клиника больницинче — çĕнĕ реанимобиль

15 Çу, 2018

Республикăри клиника больницин васкавлă тата ытти медицина пулăшăвĕ паракан уйрăм малашне «С» класлă çĕнĕ реанимобильпе усă курĕ. Çак автотранспорта республика бюджетĕнчен тĕллевлĕн уйăрнă укçа-тенкĕпе туяннă.

Мĕнпе паха реанимобиль? Вăл пациентсене аякри больницăсене илсе çитерме май парать. Медтранспорта реанимаци тата анестезиологи хатĕрĕсемпе, ятарлă мониторсемпе, эксперт класлă дефибрилляторсемпе, ÿпкене искусствăллă майпа сывлаттаракан аппаратпа, видеогастродуоденоскоппа, стерилизацилемелли ультрафиолет лампăсемпе тата ытти кирлĕ хатĕрпе тивĕçтернĕ.

«С» класлă реанимобиль ачасене те, çитĕннисене те пысăк квалификациллĕ медпулăшупа тивĕçтерме май парать. Унпа пациента республика тулашне те иккĕленмесĕрех эвакуацилеме юрать. Çулсеренен автомобильсем 1200 ытла хут çула тухаççĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас