Кластер çул-йĕрĕ ăнăçлă аталанать

15 Çурла, 2016

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Енре пĕр кунлăх ĕçлĕ визитпа РФ Вĕренÿ министерствин рабочисен кадрĕсене хатĕрлемелли патшалăх политикин департаменчĕн директорĕн заместителĕ Татьяна Рябко пулнă.

Федераци чиновникĕ промышленноçпа инженери технологийĕсен компетенци центрĕн Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинче йĕркелекен тренировка полигонĕн, апатлану технологийĕн техникумĕн компетенцисене аталантаракан центрĕн, строительство техникумĕн хушма квалификацисен нумай функциллĕ центрĕн пурлăхпа техника базипе паллашнă. Вăл вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника бази пуяннине, препо-давательсен йышĕ вăйлине палăртнă. Электромеханика колледжĕнчи центра хакланă май Татьяна Рябко Раççей Вĕренÿ министерстви тата Чăваш Ен промышленноçпа инженери технологийĕсен компетенцийĕсен çĕнĕ йышши центрне хута ямалли пĕрлехи проектпа ăнăçлă ĕçленине çирĕплетнĕ: «Республикăра професси вĕрентĕвĕнче кластерсен çул-йĕрне аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Ĕç паракансемпе пĕрле чылай пысăк проект пурнăçланать. Чăваш Ен çавăн пекех рынокра чи кирлĕ 50 специальноçпа çĕнĕлĕхсене тĕрĕслесе пăхмалли сăнавлă регион пулса тăрать», — тенĕ.

Д.ВОЛКОВ

 

 
Рубрика: 
Автор: