Классиксене вулăр

Кашни халăхăнах тăван чĕлхене юратса, ăна хÿтĕлесе çырнă писателĕсемпе поэчĕсем пур. Вĕсен сăмахĕсем ĕмĕрсем иртнĕ хыççăн та кивелмеççĕ, пачах урăхла, çĕнĕ саманара çĕнĕ вăй илсе çамрăк ăру çыннисене халăхăн чи ырă йăли-йĕркисене, унăн чĕлхине, çав шутрах тăван халăха хăйне те упраса хăварма пулăшаççĕ.1968-1973 çулсенче Дагестан халăх поэчĕн Расул Гамзатовăн "Мой Дагестан" ятлă икĕ кĕнекеллĕ проза хайлавĕ çапăнса тухнăччĕ. Ăна аварларан вырăссен талантлă писателĕ Владимир Солоухин куçарса кăларнăччĕ. Çак сăрт-ту çĕршывĕнчи пĕчĕк халăхăн пысăк сăмах ăсти çырнă тĕрленчĕксенчи кашни йĕрке ăс пĕрчисемпе калама çук пуян. Сăввисем пирки те çавнах каламалла. Çакă ăнсăртран мар ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче поэтăн ашшĕ Гамзат Цадас та паллă сăвăç тата революционер пулнă. Ывăлĕн ачаранпах поэзи асамĕпе касăлнă таланчĕ тăванла совет халăхĕн сиплĕ хÿттинче чечекленсе аталаннă. Сăввисем вырăссен паллă поэчĕсем Яков Козловскипе Николай Гребнев куçарнă хыççăн пĕтĕм совет литературин пуянлăхĕ пулса тăнăччĕ. Çырнисен пуххисем пысăк тиражпа сумлă издательствăсенче пичетленсе тухатчĕç.

Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулĕсенче шкулсенче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентмелли программăна хĕстерсе çитернĕ чух мана Расул Гамзатов сăввинчи официаллă наци политикине яруççăн хирĕçлекен çак йĕркесем хăйсен чăнлăхĕпе тата хăюллăхĕпе тĕлĕнтернĕччĕ:

Аван - çынна урăх чĕлхе

çăлсассăн.

Эп аварлах юрласшăн

юррăма.

Ыран, чĕлхеçĕм ман,

эс çухалсассăн,

Эп хатĕр паянах вилсе

выртма.

/В.ТУРКАЙ куçарнă/.

Вĕсем мана Çеçпĕл Мишшин "Йывăр шухăшсем"сăввине аса илтерчĕç.

"Мой Дагестан" кĕнекере поэт тата çапла каланă:

"Для меня язык народов - как звезды на небе. Я не хотел бы, чтобы все звезды слились в одну огромную, занимающую полнеба звезду. На то есть солнце. Но пусть сияют и звезды. Пусть у каждого народа будет своя звезда".

Тĕрлĕ вăхăтра пĕр-пĕрин çинчен пĕлмесĕр пурăннă икĕ поэт тăван чĕлхе çинчен пĕрешкел шухăшлă сăвăсем çырнă вĕт-ха. Çеçпĕл Мишшин тăван чĕлхе çинчен пафосла çĕкленÿпе çырнă сăввисем те пур паллах. Унăннинчен акă унăн сăвви хăйĕн тарăнлăхĕпе тата трагедиллĕхĕпе татăклăн уйрăлса тăрать:

Тăван çĕршыв, е сан та вăю

пĕтрĕ?

Е чăваш чĕлхин хăват çĕтрĕ?

Е ют чĕлхесем ÿснĕ майĕ

Чăваш чĕлхи çĕтсе, пĕтсе

кайĕ?

Е чăваш çынни, чăваш ялĕ

Сарлака çĕр çинчен çухалĕ?..

Апла пулсан чĕрем хыпса

çунтăр,

Чĕрем хыпса çунса сив кĕл

пултăр.

Сив хĕл хаяр çилпе вĕçсе

пĕттĕр,

Сивĕ çапнă чуна вилĕм кĕтĕр.

Ват асатте çиллĕ тăвăл витĕр

Мана масар çине кайса

чиктĕр.

Тăпрам çинче ĕмĕр çил

улатăр,

Ватă йăмрасене суллатăр.

Вилтăпри вĕлтĕрен тăхăнтăр,

Пуçăм çинче çĕлен шăхăртăр.

Хальхи вăхăтра ачи-пăчисене вырăс чĕлхине лайăхрах вĕрентес тĕллевпе тăван чĕлхе çине алă сулаççĕ. Чăннипе вара тăван чĕлхене пĕлни ют чĕлхесене вĕренме пĕртте чăрмантармасть, пач урăхла - пулăшать кăна. Çакна хăй вăхăтĕнче чăваш халăхĕн аслашшĕ Иван Яковлевич Яковлев пĕр хутчен мар пусăмласа палăртнă. "Икĕ чĕлхе - икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс", - тенĕ вăл. Тăван чĕлхепе каланă сăмах вара пĕр-пĕрин патне хăвăртрах çитет, этем чĕри патне тÿрĕ çул тупать. Халăх хăй сывă чух тăван чĕлхе нихăçан та пĕтмест. Тăван чĕлхене манăçа хăварма сĕнни вăл халăха вилĕм сунниех пулать тенĕ патриарх малалла. Мĕншĕн тесен чĕлхе вăл хăй тĕнче, туйăмпа, ăнланупа, халăхăн мĕнпур чун пуянлăхĕпе çыхăннă. Иван Яковлевича илес пулсан, вăл ытти нумай халăх чĕлхине пĕлнĕ. Вырăсла, латинла, нимĕçле, грекла, французла, тутарла лайăх калаçнă.

Чĕлхене кĕве пек çиекен тепĕр пулăм - йăлари сÿрĕклĕх. Вăл тăван-пĕтене маннă манкрут текен сăмаха çывăх. Унашкал этемккесем те тĕрлĕ вăхăтра кашни халăхăнах пулнă, пур та. Аса илер-ха вилĕмсĕр "Нарспи" авторĕн Константин Ивановăн "Хальхи самана" сăввинчи çак йĕркесене:

Анчах чăваш хушшинче

Чунĕ хытнă çынсем те

Тапаланма пуçларĕç,

Тăрса çапла каларĕç:

"Чаплă вырăн тупасчĕ,

Часрах улпут пуласчĕ".

Тĕрлĕ çутă тÿмешĕн

Тĕнки тухать ав лешĕн,

Чăвашла та калаçмасть,

Тăванне те астумасть:

Чĕри шăнса кайнă çав,

Чĕрĕ виле пулнă çав.

Тăван чĕлхе шăпи чăваш литературин тепĕр классикне, Чăваш халăх поэтне Çемен Элкере ĕмĕр тăршшĕпех канăç паман. 1917 çулта "Хыпар" хаçатра пичетлесе кăларнă хăйĕн "Ху чĕлхÿне ан хурла", "Пурнăçра икĕ япала кирлĕ", "Йывăр вăхăт", "Чăваш хаçачĕ", каярах 60-мĕш çулсенче çырнă "Чăваш халăхĕ хăй телейсĕр пулни çинчен", "Çамрăксене хам çинчен" т.ыт. аса илĕвĕсенче чăваш хресченĕсемпе çыннисене, çамрăксене ĕмĕрхи ыйхăран вăранма, пĕр шухăшлă пулма, чăваш хаçатне ытларах çырăнса илме, "Хам чăваш, ачасем - вырăс", "Чăваш йышĕ хăвăрт ирĕлет", "Утмăл çул тултартăм" статйисенче пуринчен ытла чăваш литературине юратма чĕнет. "Тăван халăха хисеплемелле, тăван чĕлхене лайăх пĕлмелле, - тет вăл пăшăрханса. - Хамăр тăван чĕлхене хамăр та юратмасан - ăна кам хисеплĕ-ха апла?" И.Я.Яковлев хăйĕн Халалĕнче "чăваш хушшинчи пĕр-пĕр час-час тĕл пулакан килĕшÿсĕр ĕçе" асăрхаттарнă пекех, писательсем хушшинчи унашкал япалана та астутарать: "Халь пирĕн хăшпĕр писательсем юлташĕн ÿсĕмĕ çине лайăх мар кăмăлпа хапсăнса пăхни те пур... Ку тĕрĕс мар! Ку вăл хăй кăна литературăра паллă вырăн йышăнса умра пыма хапсăннинчен килет".

Эпир пурте астăватпăр, çирĕммĕш ĕмĕр варринче "Тĕрлĕ çутă тÿмешĕн тĕнки тухакан" тÿресен айăпĕпе чăваш чĕлхи çĕнĕрен хĕсĕнсе ларма пуçланнăччĕ. Çавна май 1961 çулта Çемен Элкер КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ С.М.Ислюков патне çырнă çыру содержанине халĕ те хумханмасăр вулама çук. Унта поэт чĕлхе кризисне пĕтерсе хурас тĕлĕшпе республика ертÿçине ун чухне уçăмлăн пĕлтерме юраман сăмахсене калать.

1999 çулта Чăваш Республикинчи Шупашкар районĕн центрĕнчи - Кÿкеçри - пысăк мар типографире "Тăван сăмах - чăваш чĕлхи" ятлă брошюра çапăнса тухнăччĕ. Ку вăл - чăваш чĕлхи çинчен каланă ытарлă сăмахсен, цитатăн, сăвăсен пуххи. Ăна филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Петр Меттлин пухса хатĕрленĕ, кĕнеке умсăмахне те вăлах çырнă. Рецензентçăсем - филологи ăслăлăхĕн докторĕ Г.И.Федоров профессор, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ З.С.Антонова доцент. Яваплă редакторĕ - филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.И.Мефодьев доцент. Çак ĕçе Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин ăслăлăхпа методика канашĕ çирĕплетнĕ. Тăван чĕлхепе чăваш халăхне çитес ăру çыннисем валли чăннипех те упраса хăварас тесен пирĕн классиксен ăслă шухăшĕсене мĕнпур чăваш ялĕсемпе хулисенче пурăнакансем патне çитермелли куçкĕрет. Асăннă брошюра пурĕ те 1000 экземплярпа тухнăскер, паллах, тахçанах сутăнса пĕтнĕ. Апла пулсан, пирĕн шухăшпа, халĕ ăна çĕнĕрен пичетлесе кăларни И.Я.Яковлев пуçарнă "чăваш ĕçĕнче" специалистсене пысăк пулăшу панă пулĕччĕ.

Анатолий ЮМАН,

çыравçă,

Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Анатолий ЮМАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.