Кивĕ çуртран - çĕннине

Тăватă çула тăсăлнă «Чăваш Рекспубликинчи граждансене 2013-2017 çулсенче аварильлĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» адреслă программа вĕçленчĕ. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкар хулинче çак тĕллевпе çĕкленĕ юлашки виçĕ çурта хута ячĕç.
Сăмах май, асăннă çивĕч ыйтăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин çине тăнипе татса пама май килнĕ: çĕршыв ертÿçин «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене юрăхлă тата хăтлă хваттерпе тивĕçтермелли тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу пахалăхне ÿстермелли мерăсем çинчен» 600-мĕш Указĕ вăй илни пин-пин çыннăн кун-çулне ырă витĕм кÿнĕ. Асăннă тапхăрта пирĕн республикăри кивĕ те çĕршĕннĕ 841 çуртра пурăннă 12860 çын çĕнĕ хваттере куçнă. Çак тĕллевпе 5 миллиард ытла тенкĕ тăкакланă.
Богдан Хмельницкий урамĕнчи 49-мĕш çуртри 180 хваттер — 2 пÿлĕмлĕ, 18-шĕ - 3-лĕ. Вĕсен хуçисем пулса тăнă хула çыннисене хваттер уççийĕ панă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, ЧР строительство министрĕ Владимир Михайлов хутшăнчĕç, çĕнĕ çĕрти хăтлă условисенче пурăнмашкăн ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Париж Коммуни урамĕнчи 2, Ленинла комсомол урамĕнчи 37/1-мĕш çуртсенче хăтлă хваттерлĕ пулнисене Алексей Ладыков тата Владимир Михайлов саламларĕç. Савăнăçлă мероприяти уççи панипе кăна вĕçленмерĕ паллах. Хăнасем çуртсене çĕкленĕ организацисен представителĕсемпе пĕрле хваттерсене кĕрсе курчĕç, вĕсенчи ĕçсене пахаларĕç, хуçисене тивĕçтермен кăлтăксене шута илчĕç, çитменлĕхсене пĕтермелли майсене сÿтсе яврĕç.
Асăннă программăпа килĕшÿллĕн çĕкленĕ юлашки обьектсене хута янипе аварильлĕ çуртсенче пурăнакансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси вĕçленмест-ха: Раççей Правительстви çак тĕллевпе малашлăхăн çĕнĕ программисене хатĕрлет.

Валентина СМИРНОВА.

Комментари хушас