Кирилл Патриарх килни Чăваш Ен историне ылтăн саспаллисемпе çырăнчĕ

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕ пирĕншĕн, республика çыннисемшĕн, Чăваш Ене Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килнипе асра юлчĕ. Эпир тахçантанпах унпа тĕл пулма ĕмĕтленнĕ. Ăна чунран кĕтнĕ. Çакă Унăн Святейшестви çитес çĕре ĕненекенсем нихçанхинчен йышлă пухăннинченех палăрчĕ.

Вырăс Православи Чиркĕвĕн Пуçлăхне аэропортра Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, Чăваш Республикин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов тата официаллă ытти çынсем кĕтсе илчĕç.

«Чăваш Республикине чи ырă кăмăл-туйăмпа килсе çитрĕм. Чăваш çĕрĕ çинче Шупашкарта эпĕ пĕрремĕш хут 1969 çулта пулнă. Унтанпа Чăваш Ен тата Шупашкар пурнăçа хăтлăлатас тата чиркĕве аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунине пĕлетĕп. Манăн республикăн çĕнĕ сăнне курас, халăхпа пĕрле кĕлĕ тăвас, сăваплă вырăнсене çитес килет. Пил парса Турă юратăвне Чăваш Республикинчи пурăнакан кашни çын патне çитересшĕн», - журналистсене çапла каларĕ хаклă хăна.

Пÿлĕхçĕ сăмахне йышăнакан вăйлă

Чи малтан Пукрав тата Татиана соборне çул тытрĕ вăл. Хăйне аслă ÿсĕмрисемпе пĕрле вырсарни шкулĕсенче вĕренекен ачасем кĕтсе илнишĕн хĕпĕртенине пытармарĕ Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл.

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕ пирĕншĕн, республика çыннисемшĕн, Чăваш Ене Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килнипе асра юлчĕ. Эпир тахçантанпах унпа тĕл пулма ĕмĕтленнĕ. Ăна чунран кĕтнĕ. Çакă Унăн Святейшестви çитес çĕре ĕненекенсем нихçанхинчен йышлă пухăннинченех палăрчĕ.

Вырăс Православи Чиркĕвĕн Пуçлăхне аэропортра Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, Чăваш Республикин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов тата официаллă ытти çынсем кĕтсе илчĕç.

«Чăваш Республикине чи ырă кăмăл-туйăмпа килсе çитрĕм. Чăваш çĕрĕ çинче Шупашкарта эпĕ пĕрремĕш хут 1969 çулта пулнă. Унтанпа Чăваш Ен тата Шупашкар пурнăçа хăтлăлатас тата чиркĕве аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунине пĕлетĕп. Манăн республикăн çĕнĕ сăнне курас, халăхпа пĕрле кĕлĕ тăвас, сăваплă вырăнсене çитес килет. Пил парса Турă юратăвне Чăваш Республикинчи пурăнакан кашни çын патне çитересшĕн», - журналистсене çапла каларĕ хаклă хăна.

 

Пÿлĕхçĕ сăмахне йышăнакан вăйлă

Чи малтан Пукрав тата Татиана соборне çул тытрĕ вăл. Хăйне аслă ÿсĕмрисемпе пĕрле вырсарни шкулĕсенче вĕренекен ачасем кĕтсе илнишĕн хĕпĕртенине пытармарĕ Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл.

Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава хăйĕн саламлă сăмахĕнче республика çыннисем Кирилл Святейший Патриарх килессе кĕтни, çакăншăн кĕлтуни çинчен каларĕ. «Пире Турă ăслă та тÿрĕ чунлă Святителе ярса пачĕ. Пĕтĕм Раççей тĕне ĕненсе пурăнтăр тесен пирĕн те, Эсир хушнине пурнăçлакансен, Сирĕнтен тĕслĕх илсе нумай ĕçлемелле», - терĕ вăл.

«Раççейĕн тĕрлĕ регионне, чикĕ леш енне çитнĕ май эпĕ чиркÿ пурнăçĕ куç умĕнчех улшăннине сăнатăп. Чиркÿре çамрăксене, ачасене, вырсарни шкулĕсенче вĕренекенсене, пил илме килекен çамрăк мăшăрсене, тĕпренчĕкĕсене тĕне кĕртекенсене курсан чун савăнать. Çакă пирĕн халăхра Православи тĕнĕ чĕрĕ пулнине кăтартать. Ку асфальт çул çуркаланчăкĕнче симĕс хунав вăй илнине аса илтерет», - сăмах илчĕ Кирилл Святейший Патриарх. Ырра шанни, ĕненни çынсене Турăпа çыхăнтарнине палăртрĕ хăна.

«Çакă йывăрлăха çĕнтерме, Турă юнашаррине туйса пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма пулăшать. Турă сăмахне ăс-тăнпа тата чĕрепе йышăнсан кăна эпир вăйлăрах, ăслăрах пулăпăр, ун чухне пире никам та улталаймĕ.

Паян информаци технологийĕсем çын чунне, ăс-тăнне мĕнле витĕм кÿнине пĕлетпĕр. Çавăнпах Турă сăмахне ăша хывман çынсем такама кирлĕ пек пурăнма пултараççĕ. Эпĕ сире ĕненĕве упрама сунатăп», - вĕрентсе каларĕ Кирилл Святейший Патриарх.

Вырăс Православи чиркĕвĕн Предстоятелĕ Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна чăваш кафедринче нумай çул пурнăçласа пынă ĕçсемшĕн тав турĕ: «Эсир чăваш халăхне чунпа йышăннине тата Чăваш Ен Сире юратнине пĕлетĕп. Эсир нумайăшне, çав йышра тĕн çыннисене те, ăса вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах опытпа пайланнă, пулăшнă. Чăваш Енре малашне те чиркÿ пурнăçĕ аталанса пынине курас килет. Чăваш Енре - тĕрлĕ нациллĕ республикăра - пурăнакансене Турă сăмахне чун-чĕрипе йышăнма тата çак сăмаха мала хурса хăйсен пурнăçне йĕркелесе пыма Турă пулăштăр.

Нумай нациллĕ халăх тĕрлĕ культурăна, тĕрлĕ чĕлхене, тĕрлĕ йăла-йĕркене хисеплесен çеç сыхланса юлма пултарать. Чăваш Енри тăнăçлăхпа лăпкăлăхшăн - Турра тав. Малашне те çапла пултăр».

Кирилл Святейший Патриарх Михаил Игнатьева республика Пуçлăхĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн тав туса хăварчĕ: «Эсир чиркÿ пурнăçне пысăк тимлĕх уйăратăр. Халăх ырлăхĕшĕн вăй хуни - чи пĕлтерĕшли. Малашне те çапла пулма Турă пулăштăр. Тата чиркÿпе патшалăх влаçĕ, чиркÿпе общество хушшинчи килĕшÿ тивлетлĕ çĕр çинчи халăха хăтлă пурăнма май патăр». Михаил Васильевича Турă Амăшĕн «Державная» турăшне асăнмалăх парнелерĕ вăл.

Чăвашла кĕлĕ

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче, святой Илия пророка асăнса уявланă кун, Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта хăпартнă соборта Литурги турĕ. Вăл 3 сехете тăсăлчĕ.

Литурги хыççăн Варнава митрополит Кирилл Святейший Патриарха икĕ панагийăран тата хĕресрен тăракан комплект парнелерĕ. «Турă Сире сывлăх, вăй-хал, пулăшу патăр. Эпир те çакăншăн кĕлĕ тăвăпăр», - терĕ вăл.

Святейший Владыка пĕрлехи Аслă кĕлле асра хăварма Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна Руç халăхне тĕне кĕртнĕ Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ юбилейлă панагийăпа хĕрес парнелесе хăварчĕ.

«Эпĕ пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, Владимир кнеçе халалласа лартнă çĕнĕ чиркÿре сирĕнпе пĕрле кĕлĕ тумашкăн Турă мана чăваш çĕрĕ çине илсе килнишĕн савăнатăп», - хушса каларĕ Унăн Святейшестви.

Çакăнтах Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта собор лартас тĕлĕшпе витĕмлĕ пулăшÿ кÿнĕшĕн Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Святейший Кирилл Машинăсем тăвакан конструкторсен «Искра» бюро генеральнăй директорне Владимир Сорокина, акционерсен «ТУС» хупă обществин генеральнăй директорне Николай Угаслова, НПО «Элара» генеральнăй директорне Андрей Углова, ОАО «Дорисс» генеральнăй директорне Всеволод Рощина Вырăс Православи Чиркĕвĕн Таса пурнăçлă Сергий Радонежскийăн III степень орденĕпе чысларĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти соборта ирттернĕ кĕлĕре виçĕ хутчен чăваш чĕлхи янăранине палăртмасăр иртеймĕн. Çакă та чунра мăнаçлăхпа савăнăç çуратать. Кĕлĕ сыпăкĕсене чăвашла черетпе Валерий атте, Гурий атте, Улан-Удэрен килнĕ Савватий митрополит вуларĕç.

Чун паттăрĕсем

Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейший Патриархĕ Кирилл Шупашкарти «Çĕнтерÿ» асăну комплексĕ умне шурă кĕлчечексем хучĕ, панихида ирттерчĕ.

«Тăван çĕршывăн регионĕсене çитмессерен Çĕнтерÿ ячĕпе хăпартнă монументсен умне чечексем хума тăрăшатăп. Хальхи ăрун çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн пуç хунă паттăрсене асра тытмалла. Хăйĕн юлташĕсемшĕн чунне параканăн юратăвĕнчен пысăкрах юрату çук. Ку - Турă сăмахĕ. Çапăçăва ыткăнмалли тата вилĕмпе тĕлпулмалли вăхăтра Çÿлти Тĕрĕслĕхе ĕненни çеç хăранине çĕнтерме пулăшать, вăй парать.

Вилнĕ паттăрсем - Турă халалĕпе пурăннă çынсем. Çапăçу хирĕнче кăна палăртнине кăтартмасть çакă, вĕсем - чун, совеç паттăрĕсем.

Ветерансемпе уйрăммăн калаçас килет. Эсир историе никамран лайăх пĕлетĕр. Сирĕн сăмах темле кĕнекере çырнинчен те хăватлăрах, мĕншĕн тесен хăвăр курнине сăнласа кăтартни нимрен хаклăрах. Май пур таран çамрăксене вăрçă çинчен каласа кăтартăр», - хушса хăварчĕ хăна.

Капсула хывни

Кирилл Святейший Патриарх Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта лартакан чиркĕвĕн никĕсне асăну капсулине хывни - асра тытмалли тепĕр самант.

Пирĕнтен кашниех «Чиркÿ стени çинче - ят çырнă кирпĕч» ыркăмăллăх акцине хутшăнма пултарать. Нумайăшĕ строительствăна хăйĕн тÿпине хывнă ĕнтĕ. Хальлĕхе пухмачра - 6 миллион тенкĕ. Çавнашкалах республика предприятийĕсем те айккинче юлмаççĕ. Вĕсем чиркÿ хăпартма 15 миллиона яхăн тенкĕ куçарса панă.

Собор республикăра чи çÿлли тата чи пысăкки пулĕ. Унта харăсах пин çын Турăпа калаçмашкăн килме пултарĕ. Вăл республикăри тĕн аталанăвĕн центрĕ пулса тăрĕ.

«Таса пурнăçлă Сергий Радонежский Турăшăн та, Тăван çĕршывшăн та ĕçлесе пурнăçне ирттернĕ. Тăшманпа çапăçса халăх вăйĕ пĕтсе пынă вăхăтра тăван çĕре хÿтĕлеме вырăс кнеçĕсене пĕрлештернĕ вăл. Унăн витĕмĕпе Куликово хирĕнче тăшмана çапса аркатнă.

Çак храм кĕçех çĕкленессе ĕненетпĕр. Чиркÿсене кирлĕ чухне кăна хăпартаççĕ. Апла тăк çынсен чĕрисенче ĕненÿ, вĕсен чунĕсенче тĕн хăвачĕ валли вырăн пур.

Таса Сергий Радонежский кĕллипе Турă пĕтĕм Раççее, чăваш çĕрне, республика ертÿлĕхне упратăр», - ырă сунчĕ Святейший Патриарх.

«Кирилл Патриарх килни Чăваш Ен историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ. Эпир республикăн ырă малашлăхĕшĕн тĕнпе çыхăнманнисемпе Турра ĕненекенсене çывăхлатма хушма хавхалану илтĕмĕр», - çапла каларĕ Михаил Игнатьев.

Правительствăра эрнесерен йĕркелекен канашлура палăртнă тăрăх, Кирилл Святейший Патриарх хутшăннă мероприятисене 16 пин ытла çын çитсе курнă.

«Вырăс Православи Чиркĕвĕн Предстоятелĕ регионти лару-тăрăва пысăк хак пачĕ. Нумай нациллĕ республикăра вуншар çул обществăпа политика тăнăçлăхĕ сыхланса пынине палăртрĕ вăл. Пирĕн тĕллев - тĕнпе çынлăх йĕркисене упрасси, çамрăксене республикăри мирпе килĕшĕве хаклама вĕрентесси, вĕсене тĕрĕс воспитани парасси», - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.

Кирилл Святейший Патриарх килсе кайни республикăра пурăнакан кашни çыннăн лайăхрах пурăнас шанăçне çирĕплетрĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.