Кирек хăçан та пулăшма хатĕр

2 Нарăс, 2017

Çĕрпӳ районĕнчи Апакасси шкулĕнче 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем çамрăк пушарнăйсем пулса тăчĕç. Çак мероприяти Раççей МЧСĕн тытăмĕнчи Гражданла хӳтĕлев çулталăкĕпе килĕшӳллĕн иртрĕ.

Салтак пек тӳрĕ тăракан хĕрачасемпе арçын ачасем пушара хирĕç хастар кĕрешме, ыттисене хăрушсăрлăх правилисене вĕрентме, çынсене хӳтĕлеме тантăшĕсен умĕнче тупа турĕç. Тĕп управленийĕн начальникĕпе Станислав Антоновпа ВДПО председателĕ Светлана Сергеева çамрăк пушарнăйсен билечĕпе чыслани уйрăмах хумхануллă самант пулчĕ вĕсемшĕн.

— Паян эсир пирĕн çамрăк пулăшуçăсем, шкулшăн тата юлташăрсемшĕн тĕрек пулса тăтăр. Иккĕленместĕп — инкеке лекнĕ çынна яланах пулăшма пултарăр эсир! Пурин умĕнче те каланă тупа сăмахĕсене асра тытасса шанатпăр, — терĕ Станислав Антонов. Вăл ачасене çирĕп сывлăх, вĕренӳре çитĕнӳсем сунчĕ.

Хĕрачасемпе арçын ачасем те парăмра юлмарĕç — генерала хăйсем ӳкернĕ агитаци плакатне парнелерĕç.

Кăмăллă кĕтменлĕхсем те савăнтарчĕç вĕренекенсене. Мускавра ачасемпе çамрăксен хушшинче пушар хăрушсăрлăхĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Тĕнче пирĕн алăра!» ăслăлăхпа практика конференцине пĕтĕмлетнĕ. Унта Апакасси шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăнса призерсен йышне кĕнĕ. Ксения Соколовăпа Полина Васильева Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Маттурсем!

«Пламя» ансамбль шăрантарнă такмаксемпе юрăсем пухăннисемшĕн чăн-чăн парне пулчĕç.

Кунпа кăна вĕçленмерĕ-ха мероприяти. Ăна «Асăрханăр — çулăм!» пушар хăрушсăрлăхĕн урокĕ малалла тăсрĕ. МЧС тата ВДПО ĕçченĕсем «Пушарнăй тумтирне кам хăвăртрах тăхăнать?» вăйă, тематикăллă викторина ирттерчĕç. Ачасем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ыйтусене хуравларĕç, кăмăлтан тупăшрĕç.

Çак кун чăннипех те асра юлчĕ. Вĕренекенсем йывăр та пархатарлă профессисенчен пĕринпе тĕплĕнрех паллашма пултарчĕç. Пурнăçра хуть те мĕнле професси суйласан та вĕсем инкеке лекнĕ çынна яланах пулăшма васкĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.