Кино тивĕçĕ - халăха хăйне ăнланса илме пулăшасси
«Хыпар» тусĕсене паян Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Карсаков режиссерпа паллаштарасшăн. Унăн шухăшлавĕ хăйнеевĕрлĕ, кăсăклă. Пирĕн калаçу ытларах чăваш киновĕ тавра пычĕ.
— Шупашкарти кинофестивальте эпĕ наци кинематографийĕ еплерех аталанса пынине асăрхама тăрăшатăп. Якутсен, тутарсен, пушкăртсен, Кавказ тăрăхĕнчи халăхсен фильмĕсене пăхса эпир хамăр еплерех шайра тăнине курма пултаратпăр. Хăш республикăра ку енĕпе лару-тăру лайăхрах?
— Тĕрĕк халăхĕсен пурин те кино вăйлă аталанса пырать, çапах чи малта — якутсем. Тутарсемпе пушкăртсен, бурятсен, карачайсен фильмĕсем те паха. Вĕсемпе танлаштарсан эпир, чăвашсем, кино енĕпе кая юлнă. Чăваш киновĕн иккĕмĕш чĕрĕлĕвĕ иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулĕсен варринче пуçланчĕ. Пуçаруçисем — Валерий Иовлев, Вячеслав Оринов, Виктор Петров режиссерсем, Алексей Иванов продюсер. Малтанхи ĕçсем тутарсен, пушкăртсен, якутсен фильмĕсенчен пĕрре те кая марччĕ. Халăх та вĕсене хапăл туса йышăнчĕ. Çулталăкра 7-8 кино та тухатчĕ. Малтан видеокассетăпа, каярахпа DVD-дискпа тухнă фильмсем Раççейĕпех, чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсене, саланатчĕç. Кино пирĕн халăхăн культура пурнăçĕнче пысăк пулăм пулса тăчĕ. Анчах вăл хăй тĕллĕн, пасар саккунĕсене пăхăнса аталанчĕ. Йÿнĕпе калăплас та хаклăрах сутас шухăшпа ÿкернĕ фильмсен пахалăхĕ ÿсме мар, чаксах пычĕ.
— 20 çула яхăн пынă кино тапхăрĕ вĕçленчĕ теме пулать-и?
— Шел те, çав вăхăтпа туллин усă кураймарăмăр. Тăванла тĕрĕк халăхĕсен патшалăх ертÿçисем вара кино мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине лайăх ăнланнă пулмалла. Вĕсем наци кинематографине аталантарма ятарлă программăсем йышăннă, кадрсем хатĕрлессине те, патшалăх шайĕнче профессиллĕ студисем туса хурассине те, уйрăм киностудисене пулăшассине те тивĕçлĕ шайра йĕркелеме пултарнă. Шупашкарти кинофестивальте пирĕн хурăнташсем кашни çулах хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ.
Шел те, эпир хамăрăн кино искусствине аталантарас тесе нимех те тумарăмăр. Чи кирлине, кадрсем хатĕрлессине те, хальччен йĕркелеймерĕмĕр. Кăна тума укçи-тенки те ытлашши кирлĕ мар-çке. Республикăра 2000 çултах культура институтне уçнă. Кино уйрăмне йĕркеленĕ пулсан 16 çулта мĕн чухлĕ ăста хатĕрлеме пулатчĕ? Тавах Турра, кăçал культура институтĕнче «Кино-, фото-, видеостудисен ертÿçи» специальноç кĕртрĕç. Куçăн мар майпа 22 студент вĕренет унта. Вĕсен йышĕнче республикăри паллă кино ĕçченĕсем: Юрий Спиридонов, Константин Ефремов, Илтимер Ефремов тата ыттисем. Вĕсем пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш фестивальне те хастар хутшăнчĕç, тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç.
— Кино ÿкерме пирĕн мĕн пур?
— Чи малтанах сценари валли паха материал. Пирĕн халăх сăмахлăхĕ çав тери пуян. Иван Юркин, Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Георгий Тал-Мăрса тата чаплă ытти çыравçă иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех кино ÿкерме юрăхла хайлавсем калăпланă. Кайранхи литература та, паянхи романсемпе повеçсем те экран çине тухма тивĕçлĕ. Кино ăнăçлăхĕн 70% таран сценари пахалăхĕнчен килет. Япăх сценарипе лайăх кино ÿкерме май çук.
— Мĕн тума кирлĕ чăваша кино?
— Кино чăваш халăхне мĕн тума кирлĕ тетĕр-и? Паянхи тапхăрта мĕн пулса иртет халăхпа, çемьепе? Уйрăм çын чунĕ мĕнле улшăнать? Ман шухăшпа, кинематограф тивĕçĕ — халăха хăйне ăнланса илме пулăшасси. Паянхине ăнкарса илсен ыран мĕнле пурăнмалли пирки те шухăшлама пулать. Тĕнче кинематографĕ шăпах çапла ĕçлет те.
— «Асам» фестиваль пирки чарăнса тăрар-ха.
— Çак фестиваль мĕнле аталанса пыни мана та тĕлĕнтерет. Пĕлтĕр унта 11 фильм хутшăннă пулсан, кăçал 27 картина куртăмăр. Кăркăсстан, Молдова, Мускав, Якут хутлăхĕсенчен те хăнасем килчĕç. Тепĕр çул тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен ĕçĕсем конкурс программине хутшăнĕç. Çапла пĕтĕм чăвашсен кинофестивалĕ тĕрĕк тĕнчин сумлă фестивалĕ пулса тăрас шанчăк çуралать. Вăл ăнăçлă иртни ЧР Кинематографисчĕсен союзĕн ертÿçисем Олег Цыпленков, Илтимер Ефремов пултарулăхĕнчен килет-тĕр.
— Пĕчĕк Чăваш Еншĕн икĕ фестиваль ытлашши мар-и?
— Ытлашши мар. Ман шухăшпа, çителĕксĕр те. Мĕншĕн тесен вĕсем паянхи хăвăрт аталанакан киноискусствăна пур енлĕн кăтартаймаççĕ. Кĕске метражлă фильмсен нумай жанрĕ фестивале лекеймест те. Кунта халăхра анлă сарăлнă туйри «юрату историне», видеоклипсене, презентаци фильмĕсене асăнма пулать. Кино ĕçĕ кунран-кун вăй илсе пырать. Çапла тума вăхăт хăй ыйтать. Чылай çĕрте шкул телекуравĕсем, видеостудисем ĕçлеççĕ. Район шайĕнче иртекен видеофильмсен фестивалĕсем те йышлансах пыраççĕ. Çĕмĕрле, Муркаш районĕсенче кашни çулах районти кино- тата фотофестивальсем иртеççĕ. Муркашри çак мероприятие район администрацийĕн информаци пайĕн пуçлăхĕ Валерий Лаврентьев йĕркелесе пырать. Фестиваль майĕпе семинарсем, ăсталăх класĕсем ирттерет.
— Паллах, уйрăм энтузиастсем тăрăшни аван-ха, анчах çакă çеç çителĕксĕр.
— Тĕрĕс. Кино ĕçĕ хăватлă юхăма куçтăр тесен патшалăхăн та кăштах тĕксе пымалла. Сăмахран, республикăри халăх пултарулăх çуртĕнче кино енĕпе ĕçлекен пĕр специалиста тытса тăма пулать-çке. Тутарсем ун пек штата иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех кĕртнĕ. Çапла майпа ялсенче, районсенче кино ÿкерекен çĕр-çĕр çын хăйĕн ĕçĕсене кăтартма, малалла аталантарма пултарĕччĕ. Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра та çавнашкал методиста тытса тăма пулать. Ку кашни шкултах видеостудисем йĕркелеме, ачасене мĕн пĕчĕкрен кинопа хавхалантарма май парĕччĕ. Кино ĕçне вăйлатас енĕпе республика шайĕнче программа йышăнмалла. Çапла вара пысăк укçа тăкакламасăрах пысăк çитĕнÿсем тума пултарăпăр.
Чăвашсен паянхи çамрăк режиссерĕсем Раççей шайĕнче ĕçлеме пултарнине кăтартса пачĕç. Мускавра пурăнакан Марат Никитин, Елена Рябцева Раççейри тата тĕнчери кинофестивальсене хутшăнса сумлă ятсене тивĕçрĕç.
— Кăçалхи «Асамра» Гран-при илнĕ ятпа саламлатăп.
— Тавтапуç.
— «Сурăм хĕрĕ» фильма хăçан тата ăçта ÿкернĕ?
— Юрий Скворцовăн «Сурăм хĕрĕ» повеçĕ — чăваш литературин çитĕнĕвĕ. Сухви сăнарĕнче чăваш хĕрĕн чи ырă енĕсем, ытарма çук кăмăлĕ сăпатланнă. Унра чăваш чунĕ упранать. Сăпайлăх, халăхран илнĕ ăс-тăн, тÿрĕ чунĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Повеçри тĕп сăнарăн пахалăхĕсем халăхра паян та пурăнаççĕ. Нумаях пулмасть Фарида концертĕнче пулма тÿр килчĕ. Чăваш ялĕнче ÿснĕ тутар хĕрĕ пирĕн халăхăн ырă енĕсене ăса хывнă. Сцена çинче мĕн тери сăпайлă вăл, ăшпиллĕ. Акă камран вĕренмелле çамрăксен. Шел те, хальхи тĕнче пире пăсăлнă чунлă кумирсене сĕнет. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç вĕсене тĕслĕхе хурса хăй те пăсăлать. Кинематографи тивĕçĕ — Сухви евĕрлĕ таса сăнарсене кăтартасси. Унра — вăй, унра — хăват .
— Паллах, кун пек кăткăс роле калăплама çăмăл мар...
— Сухви рольне вылякан Ирина Верьялова артистка кинора ÿкерĕнме тĕплĕн хатĕрленчĕ. Ĕненмелле кăларма пултарчĕ вăл Сухви сăнарне. Тарăн, кăткăс туйăмсене çапла ансат кăтартса панине эпĕ тĕнче кинематографийĕнче те сайра тĕл пулнă. Ытти кинора артистсем хĕрсен сăнарĕсене епле калăпланине яланах Ирина Верьяловăн вылявĕпе танлаштаратăп.
Фильма Етĕрне районĕнчи Анат Ачак ялĕнче 2004 çулта ÿкертĕмĕр. Вера Кузьмина, Нина Яковлева, Любовь Федорова, Геннадий Большаков, Надежда Кириллова, Сергей Иванов тата ытти нумай лайăх артист хутшăнчĕç. Саня рольне Николай Захаров ăста вылярĕ. Мана артистсем рольсене епле хатĕрлени тĕлĕнтернĕччĕ ун чухне. Ял çыннисемпе калаçса, вĕсен чĕлхе уйрăмлăхĕсене, хусканăвĕсене ăша илсе питĕ ĕненмелле сăнарсем калăпларĕç. Ачак çыннисем хăйсем те пире нумай пулăшрĕç. Чăваш тумĕ тупса пачĕç, массăллă сценăсенче, эпизодсенче ÿкерĕнчĕç. Аркадий Айдак, «Ленинская искра» хуçалăх председателĕ, вырăнти музейра ÿкерĕнме, унти япаласене реквизит пек усă курма ирĕк пачĕ. «Сурăм хĕрĕпе» эпир çур çул ытла ĕçленĕ. Юрий Скворцовăн тăван пиччĕшĕ Аркадий Илларионович сценари хатĕрлеме нумай пулăшрĕ. Çыравçă хĕрĕ Алла Юрьевна ашшĕпе çыхăннă сăнÿкерчĕксене тупса, пысăклатса панăччĕ. Фильм «Аксар» студире видеокассетăсемпе тухрĕ, кайран DVD-дисксемпе кăларма пуçларĕç. Куракансем фильма хапăл туса йышăнчĕç. Ăна халĕ те хаваспах туянаççĕ.
— Чăваш киновĕ хăйĕн малтанхи шайне çĕкленĕ-и?
— Пултарать паллах. Пирĕн тĕнче шайĕнче ĕçлеме пултаракан артистсем пур. Сценари валли паха литература хайлавĕсем çителĕклĕ. Паянхи ÿкерÿ техники те пур. Хамăрăн яваплăха туйса ĕçлемелле çеç. Мана савăнтараканни тата шанăç параканни — кино ĕçне çамрăксем кÿлĕнни. Вĕсем хăйсем çĕнĕлле ĕçлеме пултарнине кăтартса пачĕç. Паллах, пуррипе çырлахса лармалла мар, тĕрлĕ майпа усă курса тата нумайрах кадрсем хатĕрлемелле.
— «Сурăм хĕрĕ» проката тухма пултарĕ-и?
— Вăл, чăвашсен ытти фильмĕ пекех, пысăк проката тухаймĕ. Пирĕн прокат системи арканнă. Вăл Раççейĕпех çапла. Наци кинематографийĕ проката тухтăр тесен кунта патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ. Якутсем, сăмахран, хăйсен тĕп кинотеатрĕн репертуарĕнче наци фильмĕ пулмаллине Культура министерстви шайĕнче йышăну кăларнă. Çавăнпа вĕсен кино ÿкерекенсем те, проката кăларакансем те пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Якут фильмĕсем Саха-Якут Республикинче Голливуд блокбастерĕсенчен те ытларах укçа ĕçлесе илеççĕ. Унсăр пуçне вĕсен 200 ытла «кинопередвижка» ĕçлет. Пирĕн те пур ун пек хатĕр. Электрон тата кинодокументаци архивĕнче ларать. Пĕртен-пĕрре пулсан та — ĕçлеймест.
— Кино ĕçĕнчи сирĕн тивĕç мĕнле?
— Тивĕç пĕрре — лайăх кино ÿкересси. Яла каймалла та питĕрĕнсе ларса лайăх сценари çырмалла. Мана кăсăклантаракан ыйтусем пур: мĕн пулса иртет паянхи чăваш çемйипе? Ашшĕпе ывăлĕ хушшинчи ăнланманлăх, упăшкипе арăмĕ хушшинчи хирĕçтăрусем... Çак пăтăрмахсем кулленех тĕл пулаççĕ паянхи саманара.
Унсăр пуçне эпĕ кадрсем хатĕрлессипе ĕçлетĕп. Культура институтĕнче вĕрентетĕп. Кино ÿкерекенсен пултарулăх пĕрлешĕвне йĕркелес шухăш та пур. Унта студентсене анчах мар, кино ÿкерессипе «чирленĕ» пур çамрăка та явăçтарасшăн.
— Хальхи вăхăтра мĕн ÿкеретĕр?
— Владимир Нагорнов скульптор çинчен фильм-портрет хатĕрлетĕп. Искусство çинчен шухăшланă май хăвăн та çав шайра ĕçлес килет. Тĕнчере скульпторсем çинчен ÿкернĕ фильмсене пăхатăп. Вĕсенчен вĕренсе пыма тăрăшатăп. Мана кино ÿкерес ĕç питĕ килĕшет. Чунпа пуян, пултаруллă çынсемпе хутшăнни пурăнма тата малалла ĕçлеме вăй парать.
Надежда СМИРНОВА
калаçнă
Комментари хушас