КИЛТИ СĔТРЕН ТУТЛĂРАХ

Килте йÿçĕтнĕ сĕт çимĕçĕсем уйрăмах усăллă. Вĕсен рецепчĕсем те ансат - кăмăл пулсан кашниех хатĕрлеме пултарать.

Кефир

0,5 сĕт, 2 апат кашăкĕ лавкка кефирĕ.

Сĕте вĕретмелле, пÿлĕм температуриччен /20-25 градус/ сивĕтмелле. Икĕ банкăна ямалла та пĕрер кашăк кефир хушмалла. Ăшă вырăнта икĕ талăк тытнă хыççăн сивĕтмĕше лартмалла. 5 талăк упрама юрать. Малашне сĕте йÿçĕтме килти çак кефирпах усă курма юрать.

Йогурт

1 литр сĕт, 3 апат кашăкĕ нимĕн те хушман лавкка йогурчĕ.

Сĕте кастрюле ярса вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле, пÿлĕм температуриччен сивĕтмелле. Урăх савăтра лавкка йогуртне 5 апат кашăкĕ сĕтпе хутăштармалла, вĕретнĕ сĕте ярса лайăх пăтратмалла. Çур литр банкисене ярса тухмалла. Хулăн тĕплĕ кастрюле ăшă шыв ямалла, унта банкăсене вырнаçтармалла, çиелтен пленкăпа витсе çирĕплетмелле. Кастрюле кăшт ăшăрах духовкăна лартмалла. Вăл 120 градус таран вĕриленсен сÿнтермелле. 4 сехетрен йогурта тĕрĕслесе пăхăр: вăл çăрах мар пулсан татах духовкăна лартса пиçĕхтерĕр.

Ряженка

2 литр сĕт, 2 апат кашăкĕ лавкка кефирĕ е ряженки.

Сĕте тăм чÿлмеке ярса духовкăна лартмалла. Питĕ пĕчĕк температурăра 8 сехет пĕçермелле. Унтан 40 градуса çити сивĕнме памалла та ăшă сĕте ряженка е кефир хушса лайăх пăтратмалла. Банкăсене ямалла, алшăллипе е утиялпа чĕркесе ăшă вырăна /хĕлле батарея çумне/ 8 сехете лартмалла.

Турăх

1 стакан сĕт, 2 чей кашăкĕ хăйма.

Сĕте вĕретмелле, сивĕнсен хăйма хушса пăтратмалла. 18 сехете ăшă вырăна лартмалла. Сивĕтмĕшре 5-7 кун упрама юрать.

Варенец

1 литр сĕт, 4 апат кашăкĕ хăйма.

Сĕте тăм чÿлмекпе ăшă /вĕри мар/ духовкăна е микрохумлă кăмакана лартмалла. Çиеле хăйма сийĕ пухăнсан ăна кашăкпа тĕпнелле чăмтармалла. Çапла - 4-5 хут. Унтан савăта кăлармалла, сĕт кăшт сивĕнсен хăйма хушмалла, пÿлĕм температуринче йÿçиччен лартмалла. Сивĕтмĕшре урамалла. Сахăр сапса е варени хушса çиме юрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.