Килти музей

Тури Туçа ялĕнче пурăнакан Валерий Салмин килĕнче музей уçнине маларах илтнĕччĕ. Çавна май эпир те унпа паллашма çула тухрăмăр.

Акă часах çитес çĕре çитрĕмĕр. Пире Валерий Иванович хапха умне тухса кĕтсе илчĕ, музейпа паллаштарма пуçларĕ. Экспонатсене, пĕлтерĕшлĕ хутсене, документсене, паллă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене ятарласа тунă пÿлĕмсене вырнаçтарнă. Пĕрремĕш пÿлĕмрех — Андриян Григорьевич Николаевăн сăн ÿкерчĕкĕ, малалла иртсен — Павел Поповичăн тата ытти космонавтăн. Çавăн пекех унта çар çыннисен, ĕç паттăрĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем вырăн тупнă. Тепĕр пÿлĕмре вара — кил хуçи тивĕçнĕ Хисеп хучĕсемпе орден-медальсем. Çакăнтах кĕнекесем, документсем, пĕлтерĕшлĕ хутсем упранаççĕ. Валерий Салмин пирки «аваллăх управçи» теес килет пирĕн.
Пÿлĕмрен пÿлĕме çÿресе мĕн кăна курмарăмăр, мĕн кăна илтмерĕмĕр пулĕ. Экспонат чылай пулнăран пурне те вырнаçтарма май çук иккен. Çакăн пек пуян музей йĕркелеме миçе кун, миçе каç çухатнă-ши Валерий Иванович? Ĕмĕр асăнмалăх, ял историнче çырăнмалăх пысăк йĕр хăварать вăл. Ку ĕçре ăна юратнă мăшăрĕ Полина Кирилловна пулăшать, хавхалантарать. Пĕр-пĕрне ăнлансан, хисеплесен кирек мĕнле ĕçе те пурнăçлама пулать çав.

Салминсем питĕ тирпейлĕ пурăнаççĕ. Пÿрт ăш-чикки мĕне тăрать! Чăннипех те кунта пурнăçа, çут çанталăка юратакан çынсем кун кунлани паллă.

Валерий Иванович — питĕ тăрăшуллă çын. Вăл хăй вăхăтĕнче икĕ аслă шкул, аспирантура пĕтернĕ, тĕрлĕ ĕçре вăй хунă, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне кăкăр тулли награда унăн. Вăл спортпа та туслă. Халĕ те çăмăл атлетикăпа кăсăкланать. Иртнĕ çул çеç Раççей чемпионатĕнчен икĕ бронза медальпе таврăннă. Çавăн пекех юрлама та юратать, районти ветерансен хорне çÿрет. Пĕтĕмлетсе каласан, ватлăха пăхмасăр пур çĕре те ĕлкĕрет. Пирĕн шухăш-па, Валерий Салмин районăн хисеплĕ гражданинĕ пулма тивĕçлĕ. Малалла вулас..

Петр МАЛОВ, Николай СЕЛИВАНОВ, Патăрьел районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.