Пĕр килограмм канфет çиессишĕн

29 Пуш, 2018

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ — нумай çĕршывра кулăш кунĕ шутланать. Раççейре ăна 1701 çулта пуçласа паллă тунă. Çавăнтанпа çынсем çав кун шÿтлеççĕ, савăнаççĕ, пĕр-пĕринчен тăрăхлаççĕ — шăнман пăр çине лартса яраççĕ. Чăвашсен Петросянĕ, паллă кулăш ăсти Виктор Петров вара халăха сцена çинче хуть те хăш вăхăтра хырăм хытиччен култарать, йывăрлăхсене мантарса савăк кăмăл парнелет. Паян вăл пире шÿтлес ăсталăх хăçан çуралнин вăрттăнлăхне уçрĕ, ачалăхĕнчен асра юлнă тĕрлĕ саманчĕпе паллаштарчĕ.
1. Хоккей. Ача чухне хоккейла выляма юрататтăм. Хама хапхара тăма ăста тесе шухăшлаттăм. Клюшка пулманнипе çăка патака авса тăваттăмăр. Атте ăсталаса паратчĕ ăна. Унăн лашана мăйĕнчен туртса çыхмалли хăмăтăн чĕнне вăрттăн касса илсе конькие кăçатă çине çыхмалли турăм. Ял пĕвинчи пăра юртан тасатсах тăраттăмăр. Урампа урам ăмăртмалла выляттăмăр. Унтан — ялпа ял. Эпĕ ушкăн атаманĕччĕ. «Каллех Петров команди çĕнтернĕ», — радиопа каласа та, хаçатра çырса та хавхалантаратчĕç. Чемпиона тухрăмăр вĕт — вĕçкĕнленетпĕр. Çавăн пек палăрма тытăннипе пире пĕррехинче Йĕпреçе хоккейла выляма чĕнчĕç. Конькисене, килте тунă клюшкăсене йăтрăмăр та кайрăмăр. Часах çĕнтерсе таврăнăпăр тесе мухтанса пыратпăр. Çитрĕмĕр пысăк стадиона — унта эпир нихăçан та пулман. Пĕр метр çÿллĕш барьер, таса пăр… Халăх нумай пуçтарăннă. Хальччен пурне те çĕнтернине кусене те часах «çапатпăр» тесе шухăшларăмăр. Акă заводра туса кăларнă клюшкăллă, хоккеист тумне тăхăннă, пушмаклă конькиллĕ ачасем тухрĕç пирĕн ума. Шăп та лăп нимĕçсем пек курăнаççĕ. Эпĕ хапхара тăратăп. Вунă минут вылярăмăр-ши — пире 10:0 очкопа çĕнтерчĕç те. Кăштахран — 20:0! Шайбăна курса ĕлкĕрейместĕп вĕт — хапхана шăхăрса кĕрет. Кун пек намăс эпĕ нихăçан та курман. Яла пĕр-пĕрне сăмах чĕнмесĕр таврăнтăмăр. Шкулта никама та пĕлтерместпĕр тесе калаçса татăлтăмăр. Анчах пурпĕрех пĕлчĕç те кулчĕç пирĕнтен.
2. Галстук. Йĕпреç районĕнчи Хумпуç Патăрьел ялĕнче çуралса ÿсрĕм. Шкулта лайăх вĕренеттĕм. Урокра тимлĕ итлесе ларнипе киле панă ĕçсене туххăмрах пурнăçлаттăм. Пĕр учитель мана: «Эсĕ урокра çăвартан пăхса тимлĕ итлесе ларатăн», — тетчĕ. Анчах сăвă пăхмасăр вĕренейместĕм. Мускава М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищине вĕренме кайнă чухне анне те каларĕ: «Сăвă пăхмасăр вĕренейместĕн вĕт, эсĕ артист мĕнле пуласшăн?» Темшĕн пуçа кĕместчĕ. Халĕ чăрмав çук ку енĕпе — пĕрре пăхсах ас туса юлатăп.
Пионера питĕ кĕрес килетчĕ. Мăйран хĕрлĕ галстук çыхассине епле кĕтеттĕм. Кĕтсе илейменнипе пĕр эрне маларах çыхма пуçларăм. Кĕтнĕ кун çитрĕ — чăн-чăн уяв пулчĕ вăл маншăн. Эпĕ ун пек нихăçан та савăнса курман. Пĕр çулталăк çыхса çÿренĕ хыççăн гал-стука пăрахрăм, текех тытман та ăна.
3. Пилĕк пус. Пирĕн анне питĕ сăпайлăччĕ, вăрçмастчĕ. Вăл ялта лартакан спектакльсенче вылятчĕ. Атте вара çирĕп тытатчĕ. Итлемесен е айăпа кĕрсен явап тыттаратчĕ. Е тислĕк тасатман-и, е «2» паллă çаклатса килнĕ-и — кинона кайма 5 пус памастчĕ. Ыттисене яратчĕ кинона, айăплине хăваратчĕ. Аттепе аннен сăмахĕ пирĕншĕн — ачисемшĕн — яланах саккун пулнă. Малалла вулас...
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.