Килĕштерсе пĕрле ĕçлемелле

12 Юпа, 2016

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата республика Правительствин членĕсем тунтикун парламентарисемпе тĕл пулнă. «Патшалăх Канашĕн çĕнĕ йышĕ йĕркеленчĕ, эпир пĕлтерĕшлĕ мĕнпур ыйтупа çыхăну тытса тухăçлă ĕçлессе шанатпăр», — тенĕ Михаил Игнатьев пухăннисене.

Вăл чи малтан тишкермелли документсен шутĕнче республика бюджетне хатĕрлесе йышăнассине палăртнă. Бюджетра социаллă тĕллевсем тĕп вырăнта пулĕç. Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов Михаил Игнатьева парламентпа уçă диалог йĕркеленĕшĕн тав тунă, тĕрлĕ политика вăйĕ Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçлессе шантарнă. «Пирĕн мĕнпур парламент фракцийĕн, çавăн пекех суйлава хутшăннă, анчах Патшалăх Канашне кĕреймен политика партийĕсен представителĕсене итлемелле тата илтмелле», — тенĕ вăл.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсем депутатсен корпусĕпе малашне те тачă çыхăну тытса ĕçлесси пирки каланă. Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов финанс майĕсене шута илсе суйлавçăсен наказĕсене пурнăçламалли пирки аса илтернĕ, компартин парламентри фракцийĕн ертÿçи Юрий Шлепнев «Единая Россия» фракцин йышĕ пысăккине кура унăн членĕсене ытти парламентарисен шухăшне те шута илме чĕнсе каланă.

Вице-спикер — Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов Патшалăх Думинче Чăваш Енрен суйланнă пилĕк депутат пулнине кура вĕсен пурин те Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлемеллине, пурте пĕр командăра ĕçлессине палăртнă. Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн Сергей Павловăн шучĕпе — депутатсен корпусĕн хăйсен ĕçĕнчи чи малтанах регионти пурнăç пахалăхне лайăхлатассине тĕпе хумалла.

Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина виçĕ çуллăх бюджет проектне хатĕрлени çинчен каланă. Республикăн хăйĕн тупăшĕсем ÿсĕмлĕ пулни бюджета самаях çирĕплетме май панă. «Паян бюджета виççĕмĕш хут тÿрлетÿсем кĕртес енĕпе ĕçлетпĕр, хамăрăн тупăшсене 1,7 миллиард тенкĕ пысăклатасшăн», — тенĕ вăл.

Д.ВОЛКОВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.