Килĕшĕве агропаркпа çирĕплетесшĕн

8 Юпа, 2014

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче ЧР ял хуçалăх, строительство, экономика, транспорт министрĕсем Сергей Павлов, Олег Марков, Владимир Аврелькин, Владимир Филиппов Правительство çуртĕнче Китайри Сычуань провинцийĕн влаçпа бизнес элчисемпе тĕл пулчĕç.

Калаçу Чăваш Енпе Сычуань провинцийĕ хушшинчи суту-илĕве, экономика, гуманитари çыхăнăвне аталантарас тĕллевпе çирĕплетнĕ килĕшÿ картинче иртрĕ. Ăна федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китайри Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕсен тăрăхĕнчи регионсен ертÿçисен «çавра сĕтел» хушшинчи калаçăвне йĕркеленĕ хыççăн алă пуснă.

Малтан Сĕнтĕрвăрри районĕнче агропарк тăвас ыйтăва сÿтсе яврĕç. Хăнасем ял хуçалăх продукцийĕ хатĕрлемелли производство объекчĕсене ĕçе кĕртме унта 100 гектар уйăрмашкăн ыйтаççĕ. Ку лаптăкра выльăх усрамалли комплекс, ытти çурт-йĕр хута ярасшăн. Çакăнпа пĕрлех ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме çĕр илесшĕн. Китай предприятине ăна мĕн чухлĕ касса парассине каярахпа палăртĕç.

Делегаци объектсене республикăри строительство организацийĕпе пĕрле хăпартма сĕнчĕ. Çавăн пекех строительствăпа агропаркра вăй хума миграци служби миçе çынна Китайран чикĕ урлă каçарассипе кăсăкланчĕ. Агропарк хăш ял тăрăхĕнче пулассине çывăх вăхăтра çăмлатаççĕ. Хăнасем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, автоçулран çывăхра тикĕс уй суйлаççĕ.

Икĕ ен пурăнмалли çуртсем, çул, автомашинăсене газпа тивĕçтермелли станцисем тăвассипе, çул инфратытăмĕ хывассипе, Шупашкарти Мускав кĕперне сарассипе, ял хуçалăх техникине районсенче юсама сервис центрĕсем уçассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Китай предприятийĕсем харăсах темиçе отрасльте ĕç пуçлама хатĕр. Шупашкар пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата экономика министрĕ Владимир Аврелькин делегацие пĕрлехи ĕçе пĕр объектран пуçлани икĕ еншĕн те тĕрĕс пулнине систерчĕç. Çак сĕнĕве шута илсе хăнасем агропарк çинче чарăнса тăчĕç.

Йышлă ушкăн Чăваш Ене юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче килнĕ. ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин, бизнес инкубаторĕн, аталану корпорацийĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш районĕсене çитсе курнă.

Ю.МИХАЙЛОВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.