«Киле таврăнса курас килет...»

22 Ака, 2015

Тăван çĕршывăн аслă вăрçине Чăваш Енрен пин-пин çын тухса кайнă. Шел те, çак йышăн пысăк пайне тăван ял-хулана таврăнма шăпа пÿрмен. Пĕрисем вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Теприсен çемйисем патне тăванĕ хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хутсем çеç çитейнĕ.

Комсомольски районĕнчен вăрçа кайнă Николай Шадринăн шăпи те чылай вăхăт «вăрттăнлăхра» пулнă. 1943 çулта килне, Дубовка ялне, хут килнĕ. Унта Николай Никитович Курск пĕккинчи çапăçусенчен пĕринче хыпарсăр çухалнине çеç палăртнă. Çывăх çыннисем вăл тăван киле çаврăнса килессе шаннă. Анчах кĕтни кăлăхах пулнă. Вăрçă хыççăн чылай çул иртсен ашшĕне хĕрĕ Александра шырама пуçланă. Тупнă. Унăн вилтăприне. Тăванла масарта...

- Ашшĕ ятне тĕрĕс пĕлменрен часах тупаймарăм. Николай Николаевич тесе шыраттарнă, - каласа кăтартрĕ Александра Николаевна. - «Николай Никитович пур, ун пек ятли çук», - тесе хурав параççĕ кашнинчех. 1983 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче Курск облаçĕнчи Винниково шкулĕнче вĕренекенсенчен çыру илтĕм. «Сирĕн аçăр Шадрин Николай Никитович 1943 çулта Курск пĕккинче йывăр аманнă хыççăн вилнĕ. Ăна Малиновый поселокĕнчи тăванла масарта пытарнă. Пирĕн шкулта вĕренекен ачасем çăва тавра хурăнсем лартса тухнă. Чечексем ÿстереççĕ, вилтăприсене пăхса тăраççĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче кунта кашни çулах митинг ирттереççĕ, мĕнпур организаци, «Заря» колхоз чечек çыххисем хураççĕ. Александра Николаевна! Николай Никитовичăн сăнÿкерчĕкне ярса пама ыйтатпăр. Ăçта вĕреннĕ вăл? Ăçта ĕçленĕ? Мĕнпе кăсăкланнă? Фронтран çырнă çырăвĕсене музей валли ярса парсамăр, тархасшăн», - тенĕ унта.

Александра Николаевна ачасем ыйтнине тивĕçтернĕ, ашшĕн сăнÿкерчĕкне ярса панă.

- Пĕрремĕш хут атте патне 1984 çулта кайрăм. Малиновый ялĕнчи тăванла масарта йывăçсен хушшинче выртать вăл, - каласа кăтартрĕ Шадринăн кĕçĕн хĕрĕ Александра. - Пĕр шăтăкра Чернокнижников рядовойпа ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вăл. 1943 çулта кунта питĕ хĕрÿ çапăçусем пынă. Аманнисене сиплесе, вилнисене пытарса ĕлкĕреймен. «Пĕр шăтăка икшер, тăватшар çынна пăрахнă. Унтах вилни те, йывăр суранланни те, чунĕ тухайманни те пулнă. Хăшĕн алли, хăшĕн ури çук, хăшĕн пырши-пакарти йăтăнса тухнă. Сурансене çыхма марля çук, эмелсем çитмеççĕ. Пире, ачасене, сарайĕнче бинтсене çутарса утюгпа якаттаратчĕç», - çапла каласа кăтартнăччĕ икĕ хĕрарăм. Çав сарай халĕ те ларать. Пăсмаççĕ ăна, музей пек упраççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.