«Кил-çурт, хушма хуçалăх» — халăх ыйтакан хаçат

13 Раштав, 2017

Ĕнер, раштавăн 12-мĕшĕнче, «Хыпар» издательство çурчĕ ырă йăлана малалла тăсса хăй кăларса тăракан «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатăн аталану планне тишкерчĕ. Унпа коллектива кăларăмăн редакторĕ Эльвира Иванова паллаштарчĕ.

Хăйĕн сăмахĕнче вăл «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçата вулакансем кăмăлласа вуланине, халĕ вăл республикăри, унăн тулашĕнчи 10 пин ытла çемьене пырса тăнине палăртрĕ. Вулакансем сĕнÿ-канаш ыйтса нумай çырнине, вĕсене специалистсем ăнăçлă хуравланине асăнчĕ. Çапла, кăларăм хăйĕн тивĕçне пурнăçлать. Вулакансене кил-тĕрĕшре, сад-пахчара, хушма хуçалăхра усă курма кирлĕ канашсемпе куллен паллаштарать, кил хуçисемшĕн те, вĕсен мăшăрĕсемшĕн кунта кирли, кăсăкли самай.

Анчах ыррин чикки çук теççĕ. Çавăнпа, «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн Татьяна Вашуркинăн шухăшĕпе, хаçата тата лайăхлатма майсем шырамаллах. Пухăннисем вулакансем юратса вулакан кăларăмăн калăпăшне пысăклатма, акцисем йĕркелеме сĕнчĕç. Эльвира Иванова ĕçтешĕсен канашĕсем кăмăла кайнине, вĕсемпе çитес вăхăтрах усă курассине пĕлтерчĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас