"Хыпар" издательство çуртĕнче ача-пăча кăларăмĕсене тишкерчĕç
1 Dec, 2017 | Культура | МИХсем

Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче кунта тухса тăракан ача-пăча кăларăмĕсене тишкерчĕç. Аса илтерер: издательство çурчĕ хăйĕн кашни кăларăмĕпех аталану планне палăртать. Маларах "Тăван Атăл" журнал, "Çамрăксен хаçачĕ", "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатсен ыранхи кунĕ пирки пухăнса калаçнăччĕ. 

Паян журналистсем тата "Хыпар" издательство çурчĕн пичет кăларăмне ертсе пыракансем "Тантăш" хаçат, "Тетте" тата "Самант" журналсен малашлăхĕ пирки калаçрĕç. Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина ача-пăча кăларăмĕсем юлашки вăхăтра улшăннине, çапах та пĕр вырăнта тăмалла маррине палăртса хăварчĕ. Алина Ларшникова редактор ертсе пыракан ача-пăча кăларăмĕсен ушкăнĕ ĕçшĕн хĕрсе тăни сисĕнет. Ĕçе лайăхлатассипе коллектив тĕрлĕ сĕнÿ хатĕрленĕ. Вулакан аудиторие кăсăклантарма тĕрлĕ конкурс-викторина ирттерме шухăшлаççĕ. "Тетте" журналăн форматне улăштарас шухăш пуррине те палăртрĕ Алина Ларшникова редактор. Унсăр пуçне хаçат-журнала калăплассине те çĕнĕлĕхсем кĕртесшĕн.

Аталану планне тишкерме пуçтарăннă "Хыпар" издательство çурчĕн ĕçченĕсем те тĕрлĕ сĕнÿпе тухрĕç. "Ачалла шухăшласа çырмалла, юнкорсен материалĕсем ытларах пулмалла", - тесе сĕнчĕ, пултаруллă ачасен чунне уçса паракан интервьюсем кирлине палăррĕç. 

Ача-пăча кăларăмĕсен пĕлтерĕшĕ вара, чăн та, куç кĕрет. Пĕчĕккисем тăван чĕлхепе вуламасан ыран "Çамрăксен хаçачĕн" вулаканĕсем пулмĕç, унтан - ытти чăваш хаçат-журналĕн. 

 

 

Вера ТИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас