Кӗнеке ҫыракансем валли - ҫӗнӗ конкурс

13 Ака, 2020

Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла кӗнеке ҫыракан авторсене укҫан хавхалантарма конкурс ирттересси ҫинчен пӗлтерет.

Конкурса кӗнеке ал ҫырӑвне пӗччен е ушкӑнпа хатӗрленӗ авторсем хутшӑнаяҫҫӗ.

Ал ҫырӑвӗсене ҫак номинацисемпе йышӑнаҫҫӗ:

- шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ӳсӗмри ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (50 пин тенкӗлӗх хавхалантару);

- вӑтам ӳсӗмри шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлавсем (75 пинлӗх хавхалантару);

- аслӑ ӳсӗмри шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлавсем (75 пинлӗх хавхалантару).

Конкурса хутшӑнакансен мӗн хатӗрлемелле?

1. Конкурса хутшӑнма ҫырнӑ ыйту (формине ҫак каҫӑпа тупма пулать: http://info.cap.ru/news/2020/04/10/startoval-konkurs-rukopisej-detskih-k...).

2. Кӗнеке ал ҫырӑвӗн кӗске аннотацийӗ (пӗр страницӑран ытла мар), унта кӗнеке ал ҫырӑвӗн тулли ячӗ пулмалла; литература жанрӗ, автор (е автор коллективӗ) ҫинчен калани); тема тата кӗске содержани.

3. Кӗнеке ал ҫырӑвӗ унччен пичетленменни пулмалла - ӑна пичет тата электрон мелпе пӗрер экземпляр хатӗрлемелле.

Кӗнеке ал ҫырӑвӗн ҫак ыйтусене тивӗҫтермелле:

- илемлӗ литература шайӗ (чӗлхе, стиль, композици);

- тавра курӑма анлӑлатас тата воспитани парас тӗллев;

- ачасемпе ҫамрӑксен ӑс-хакӑл тата патриотлӑх туйӑмне вӑратасси.

Авторӑн конкурсӑн кашни номинацине пӗр кӗнеке ал ҫырӑвӗнчен ытла сӗнме юрамасть. Иккӗмӗш хутчен сӗнекен тата урӑх чӗлхерен куҫарнӑ кӗнеке ал ҫырӑвӗсене те пӑхса тухмаҫҫӗ.

Материалсене 2020 ҫулхи ҫу (май) уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшчен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428004, Шупашкар, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт, 2-мӗш хут, 2-мӗш кабинет.

Конкурса 2020 ҫулхи чӳк (ноябрь) уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр пӗтӗмлетӗҫ. Кӗнеке ал ҫырӑвӗсене тавӑрса памаҫҫӗ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас