Кĕркунне хатĕрлемелле

20 Çурла, 2015

Çĕрулми вăрлăхне кĕркунне хатĕрлемелле. Кĕркунне çĕр­улмине кăларнă чухне вăл мĕнле йышпа тухнине курса, пĕлсе тăратпăр. Шăпах вăйлă тата сывă тĕмсенчен вăрлăхлăх çĕрулми хăварса пымалла та. Вĕтĕ е вăтам юлнă çĕрулмине çеç хăварни тĕрĕс мар. Мĕншĕн тесен вĕтĕ çĕрулмине лартсассăн унран вăйлă тĕм пулаймасть. «Кил-çурт, хушма хуçалăхăн» 19 номерĕнче вăрлăх валли çĕрулмине çулла лартса çитĕнтермелли пирки çырса кăтартнăччĕ. Çулла лартнă çĕрулмине кĕркунне, октябрь уйăхĕ тĕлнелле çеç кăлармалла. Ку меслет лайăх вăрлăх ха­тĕрлеме май парать. Çĕрулмин кану тапхăрĕ çуркуннечченех тăсăлать.

Иртерех кăларнă çĕрулмин кану тапхăрĕ çуркуннечченех вĕçленет, вăл хĕл иртичченех калчаланма пуçлать. Кунашкал вăрлăхран лайăх тухăç илесси иккĕлентерет.

Çĕрулмине упрама юрăхлă условисем: нÿхрепре е тĕп­сакайĕнче температура 3-5 градус ăшă пулмалла. Сывлăш çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелемелле. Ытлашши ăшă пулсан çĕрулмин кану тапхăрĕ хăвăрт вĕçленет, вăл калчаланса каять. Тĕпсакайĕнче ытлашши нÿрĕк пулсан çĕрулмин халиччен «çывăрнă» чир-чĕрĕ аталанма пуçлать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.