Кĕркунне хатĕрлемелле
Çĕрулми вăрлăхне кĕркунне хатĕрлемелле. Кĕркунне çĕрулмине кăларнă чухне вăл мĕнле йышпа тухнине курса, пĕлсе тăратпăр. Шăпах вăйлă тата сывă тĕмсенчен вăрлăхлăх çĕрулми хăварса пымалла та. Вĕтĕ е вăтам юлнă çĕрулмине çеç хăварни тĕрĕс мар. Мĕншĕн тесен вĕтĕ çĕрулмине лартсассăн унран вăйлă тĕм пулаймасть. «Кил-çурт, хушма хуçалăхăн» 19 номерĕнче вăрлăх валли çĕрулмине çулла лартса çитĕнтермелли пирки çырса кăтартнăччĕ. Çулла лартнă çĕрулмине кĕркунне, октябрь уйăхĕ тĕлнелле çеç кăлармалла. Ку меслет лайăх вăрлăх хатĕрлеме май парать. Çĕрулмин кану тапхăрĕ çуркуннечченех тăсăлать.
Иртерех кăларнă çĕрулмин кану тапхăрĕ çуркуннечченех вĕçленет, вăл хĕл иртичченех калчаланма пуçлать. Кунашкал вăрлăхран лайăх тухăç илесси иккĕлентерет.
Çĕрулмине упрама юрăхлă условисем: нÿхрепре е тĕпсакайĕнче температура 3-5 градус ăшă пулмалла. Сывлăш çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелемелле. Ытлашши ăшă пулсан çĕрулмин кану тапхăрĕ хăвăрт вĕçленет, вăл калчаланса каять. Тĕпсакайĕнче ытлашши нÿрĕк пулсан çĕрулмин халиччен «çывăрнă» чир-чĕрĕ аталанма пуçлать.
Комментировать