Кĕрхи çиçĕм. Хĕветĕр АГИВЕР

Калаври сыпăк

... — Хытăрах юрат мана, Сетнер. Манăн пĕр сан ăшшупа пурăнас килет... Хамах çутта сÿнтерме ыйтнăшăн начар хĕрарăм теместĕн-и? — ачашлама, чуптума пăрахмарĕ Венера. — Пăсăлнă хĕрарăм мар эпĕ...

Сетнер Петрович Венерăн кăпăш тутине тепĕр хут хăйĕн тутипе хупларĕ:

— Нимĕн те ан калаç...

Унтан каллех ун кăкăрĕсене сĕртĕни-сĕртĕнми чуптурĕ, унтан чуптăва-чуптăва кăвапи патне пычĕ, вара хĕрарăмăн пытанса пурăнакан чи илемлĕ вырăнĕ патне асăрханса çитрĕ.

— Ой, вăтанатăп, — пăшăлтатрĕ Венера. — Кирлĕ мар...

— Тур панинчен мĕншĕн намăсланмалла? — Венерăн тулли урисене ачашларĕ Сетнер Петрович. — Çакă çутă тĕнчере эсĕ пур та, эпĕ пур. Тата пирĕн юрату...

Хĕветĕр АГИВЕР

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.