Кĕрхи çиçĕм. Хĕветĕр АГИВЕР
Калаври сыпăк
... — Хытăрах юрат мана, Сетнер. Манăн пĕр сан ăшшупа пурăнас килет... Хамах çутта сÿнтерме ыйтнăшăн начар хĕрарăм теместĕн-и? — ачашлама, чуптума пăрахмарĕ Венера. — Пăсăлнă хĕрарăм мар эпĕ...
Сетнер Петрович Венерăн кăпăш тутине тепĕр хут хăйĕн тутипе хупларĕ:
— Нимĕн те ан калаç...
Унтан каллех ун кăкăрĕсене сĕртĕни-сĕртĕнми чуптурĕ, унтан чуптăва-чуптăва кăвапи патне пычĕ, вара хĕрарăмăн пытанса пурăнакан чи илемлĕ вырăнĕ патне асăрханса çитрĕ.
— Ой, вăтанатăп, — пăшăлтатрĕ Венера. — Кирлĕ мар...