Кĕпер нуши хăçанччен тарăхтарĕ?

28 Утă, 2015

Мăн Çавал юханшывĕ урлă хывнă кивĕ кĕперпе юнашарах çĕннине тунăран машинăсем куллен ирхине-каçхине, канмалли кунсенче черет тăрса тимĕр шапа пек аран-аран иртнине Çĕрпÿ хули витĕр автотранспортпа çул çÿрекенсем лайăх пĕлеççĕ.

Кунти чăрмав водительсене те, пассажирсене те тарăхтарса çитерчĕ. "Кĕпере тата унпа çыхăнакан çула хăçан туса пĕтерĕç?" - кăсăкланаççĕ çынсем. Ыйтăва хуравлаттарас тĕллевпе федерацин "Атăл" упрдор" хысна учрежденийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Д.Филипповран июлĕн 22-мĕшĕнче объектра тĕл пулма ыйтрăм. Йышăну пÿлĕмĕнчен телефонпа унăн яваплă ĕç пулнă пирки "Хыпар" журналистне вăхăт уйăрайманнине пĕлтерчĕç.

Объектра мĕн асăрхарăм-ха? Ĕç кунĕ пынă вăхăтра кĕпер тата икĕ çухрăма яхăн çул хывма хăйăр тăкнă вырăнта пĕр строителе те курмарăм. Вĕсем Виçпÿрт сали çумĕнче тымарланнă будкăсенчен тухмарĕç, техникăна вырăнтан хускатмарĕç.

Строительствăна вĕçлеме ĕç нумай юлман. Çĕнĕ кĕпере туса пĕтернĕпе пĕрех. Хăйăр çине шур чул, хыççăн асфальт сармалла, авточарăну тумалла, тĕттĕм чухне çула çутатма электричество юписем, хунарсем лартмалла.

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев июлĕн 20-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче ирттернĕ канашлура реконструкцие вĕçлес ыйтăва хускатрĕ. "Районсенчи тĕлпулусенче çынсем юсав вăраха кайни чăрмав кÿнĕшĕн, темиçе çухрăм çула "пăкăсем" хĕснĕшĕн ÿпкелешеççĕ", - терĕ. Ку ыйтăва пĕлтĕр Ялхуçалăх министерстви Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнче ирттернĕ канашлура та çĕклерĕç.

Кĕперпе çула тăвакан тĕп подряд организацийĕ - "Волгомост" АУО. Строительствăна унăн пĕлтĕрех вĕçлемелле пулнă. Тĕллеве пурнăçлама вăл субподрядçăсемпе килĕшÿ çирĕплетнĕ. Анчах вĕсене /пĕри объектран 5 çухрăмра çеç вырнаçнă/ укçа вăхăтра куçарса паман пирки ĕç чарăнса тăнă. Кăçал çул хывма "Башкиравтодор" обществăпа килĕшÿ тунă. Унăн 332,3 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла.

"Атăл" упрдор" учрежденирен ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствине пĕлтернĕ тăрăх - объекта хута яма укçа çителĕклĕ уйăраççĕ. Вăхăтра куçарнă-тăк субподряд организацийĕсем объектран мĕншĕн пăрахса кайнă?

Федерацин М-7 "Атăл" автомобиль çулĕ Атăл тăрăхĕнчи экономикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мускава, Владимира, Чулхулана, Хусана, Ĕпхĕве, вĕсен таврашĕнчи нумай хуласене çыхăнтарать. Автоçулпа куллен пин-пин тонна тавар турттараççĕ. Çĕрпÿ тĕлĕнчи "пăкка" республикăри пĕчĕк машинăсем çеç мар, инçетрен килекен йывăр фурăсем те лекеççĕ. Автотрассăн кунти сыпăкĕпе кăмăлсăр предприяти Чăваш Ен тулашĕнче те пайтах. Апла пулин те ĕç тăсăлса кайрĕ.

М.Игнатьев канашлура Д.Филипповран йывăрлăх нумай тÿснĕ кĕперпе çула хăçан хута ярассине пĕлесшĕн пулчĕ. Учреждени министерствăна панă хуравра объекта 2015 çулта ĕçе кĕртессине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан çак ĕçе çулталăк вĕçлениччен мар, сентябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме хушрĕ. Мĕнех, тĕллев пурнăçа кĕрессе шанатпăр.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ