Кĕнеке - чун апачĕ

27 Ака, 2015

2003 çултанпа республикăра "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке" конкурс иртет. Кĕçнерникун 2013 çулта тухнă кĕнекесенчен хăшĕ чи вуланаканни пулнине палăртрĕç.

Конкурсра пĕтĕмпе 192 кĕнекене хакланă. Вĕсемшĕн 51133 çын сасăланă. Канаш, Элĕк тата Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансем чи хастаррисем пулнă. Сасăлав ирттерме республикăри районсемпе хуласенчи 200 ытла вулавăш хутшăннă. Çак конкурс республикăшăн та, кĕнекепе ĕçлекенсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ.

"Чăваш кĕнеки" номинацире Ангелина Павловская çырнă "Вĕрене шывĕ те пылак" мала тухрĕ. Вырăслисенчен чи вуланаканни "Çулталăк прози" номинаци - Куçма Турханăн "Сĕве Атăла юхса кĕрет" романĕн Аристарх Дмитриевăн куçарăвĕ.

- Çĕнĕ технологисем пурнăçа çăмăллатаççĕ. Кĕнеке çапах та ĕмĕрсен хушшинче çынна çĕкленме, çунатланма, аталанма пулăшакан чи асамлă вăй пулнă, пулать те. Чи малтан сăмах пулнă теççĕ. Сăмах вăл - литература, литература вăл - кĕнеке, кĕнеке вăл - этемĕн çуначĕ те, апачĕ те, юнĕ те, чунĕ те, пĕтĕм тĕнчи, - чунпа пуян пулма сĕнет Аристарх Иванович.

"Ача-пăча тĕнчи" номинацире чăваш кĕнекисен хушшинче Николай Ишентейĕн "Ырă ĕçсен команди" палăрнă. Вырăсла кăларнисенчен Надежда Медюковăн "Çĕнĕ çул парнине" ытларах вуланă.

"Асамлă йĕрке" номинацире Виталий Родионов, Валерий Алексеев пухса хатĕрленĕ "Чăваш литературин антологийĕ" мала тухнă.

Конкурса йĕркелеме хастар хутшăннăшăн Çĕнĕ Шупашкарти, Элĕкри тата Комсомольскинчи тĕп библиотекăсем "Книжная столица" номинацире малти вырăнсене пайланă. Çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар, Йĕпреç районĕсенчи вулавăшсем те палăрнă.

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: 
Теги: