«Кĕмĕл сасă» пурне те çунатлантарать

29 Ака, 2015

Чăваш наци конгресĕн пуçарăвĕпе, ЧР Культура министерстви пулăшнипе 16 çул каялла чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсĕ пĕрремĕш хут иртнĕччĕ. Ун чухне шута илмен, туса çитереймен самантсем темĕн чухлĕччĕ. Чи малтанах çак «шăйрăк» пирки чарăнса тăнă пулăттăм: конкурс ытла та вăрăма тăсăлнăччĕ. Паллах, ку енĕпе опыт пулманран ĕнтĕ. Конкурсантсене, вĕсем хĕрĕх çын ытлаччĕ, пурне те сцена çине кăларса юрлаттарчĕç. Ун хыççăн тин жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсене палăртма канашлăва кайрĕç. Çапла тата вăхăт иртрĕ. Çур çĕр тĕлнелле çеç вĕсен ячĕсене илтнĕччĕ. Куракан вара унччен килелле васкарĕ.

Çул хыççăн çул иртрĕ, фестиваль-конкурс та йĕркене кĕрсе пычĕ. Хăш чухне вăл икĕ куна пыни те пулчĕ. Юлашки çулсенче вара конкурсантсене ирхи кÿлĕм юрлаттараççĕ те куракансене каçхине гала-концерта йыхравлаççĕ. Ман шухăшăмпа, çакă питĕ меллĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Вăл апрелĕн 25-мĕшĕнче - Чăваш чĕлхи кунĕнче - Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче иртрĕ.

Çак куна çитиччен унта çĕр-çĕр юрăç хутшăнчĕ пулĕ. Чи пахи - республика тулашĕнче пурăнакан йăхташсен ывăл-хĕрне те «хускатни». Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Мускав, Чĕмпĕр, Тюмень, Оренбург, Мурманск, Самар, Саратов облаçĕсенчи тата ытти хутлăхри чăваш çамрăкĕсем хăйсен шанчăкĕпе телейне шырама килсе кайрĕç. Паллах, пурте çĕнтерÿçĕ пулаймарĕ, çапах та чăвашлăх «тĕрĕслевĕ» витĕр тухса хăйсен вырăнне тупрĕç.  Малалла вулас...

Рубрика: