«Кĕçĕннисем сирĕнтен тĕслĕх илеççĕ»
31 Mar, 2017 | Хыпар | Спорт | Тĕлпулу

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спортăн тĕнче класлă мастерĕсемпе Татьянăпа Вячеслав Акимовсемпе тĕл пулнă.

Михаил Васильевич биатлонистсене сезона ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламланă. «Эсир пире сумлă наградăсемпе савăнтартăр. Пĕтĕм чăваш халăхĕ сире çĕнтерме ăнăçу сунчĕ, ăмăртусенче пăшăрханчĕ. Аслисем сирĕнпе мухтанаççĕ, кĕçĕннисем тĕслĕх илеççĕ», — тенĕ вăл. Республика Пуçлăхĕ физкультурăпа спорта аталантарасси патшалăх тĕллевĕсенчен пĕри пулнине, Чăваш Енре спорт инфратытăмĕ çултан-çул тĕрекленнине, спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ ӳссе пынине палăртнă.

Спортсменсем Михаил Игнатьева спорта çĕклес тĕлĕшпе нумай ĕç тунăшăн тав тунă, çитĕнӳсенче Анатолий Акимов тренерăн тӳпи пысăккине каланă. «Вăл пире мĕн ачаран спорта юратма, çĕнтерӳ патне ăнтăлма вĕрентрĕ. Пĕчĕкрен туптаннă ăсталăх пысăк çитĕнӳсем тума пулăшрĕ», — тенĕ Татьяна Акимова.

Аса илтеретпĕр: ку сезонта чăваш биатлонисчĕ тĕнче кубокĕнче икĕ медаль çĕнсе илчĕ, тĕнче чемпионатĕнче «бронзăллă» пулчĕ тата Пĕтĕм тĕнчери çар вăййисенче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

ХАКЛАВ

Александр ТИХОНОВ, Олимп вăййисен чемпионĕ:

— Чăваш Енре биатлон вăй илсе пынăшăн савăнатăп. Кунта пултаруллă спортсменсем çитĕнеççĕ. Татьяна Акимова тĕнче ăмăртăвĕсенче планетăри чи вăйлă биатлонистсемпе тупăшса çĕршыв командин лидерĕн ятне тивĕçрĕ. Вăл пире хăйĕн хастарлăхĕпе, ăсталăхĕпе савăнтарчĕ. Чăваш хĕрĕ 2018 çулхи Олимпиадăра та çĕршыв чысне ăнăçлă хӳтĕлессе шанатăп.

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.