Казах хĕрĕсем ют çĕршыв каччисемпе çемье çавăраççĕ

16 Утă, 2016

Ку вырăнти чиновниксене пачах çырлахтармасть

Çĕре каялла тавăрасшăн

Çавăнпах правительство чле­нĕсем саккунсене улăштарасшăн. Казахстан ял хуçалăх министрĕ Аскар Мырзахметов, калăпăр, ют çĕршыв çыннисене тара панă çĕр лаптăкĕсене каялла тавăрмалли çинчен калать. Министра ĕненес пулсан, халĕ казахсен 65 пин гектар çĕрĕпе ют çĕршыв çыннисемпе компанийĕсем усă кураççĕ. “45 пин гектар — предпринимательсен аллинче. Вĕсен пĕр пайне патшалăха каялла тавăрма май килнĕ. 12,3 гектар — Ливан тата ытти çĕршывпа пĕрле йĕркеленĕ предприятисен аллинче. Вĕсене тавăрас ыйтăва суд пăхса тухать”.

Мĕн пулса иртет-ха Казахстан çĕрĕнче? Мĕншĕн чиновниксем пĕр кĕтмен çĕртен чан çапаççĕ? Хуравĕ ансат — казах пикисем... Китай каччисемпе çемье çавăраççĕ.

Кĕрÿсем тивĕçтермеççĕ

Gazaguni.kz интернет-хаçат Мухтар Шаханов поэт сăмахĕсемпе паллаштарать. Поэт ку çĕршыври 24 пин пике китаецсене качча тухнишĕн пăшăрханнине пытармасть. Çакăн пирки вăл республикăри çĕр реформин черетлĕ ларăвĕнче сăмах хускатнă. “Мĕн чухлĕ калатпăр ĕнтĕ — çĕре çĕршыв гражданĕсене тара пама юрать, анчах та çакна манмалла мар. Паян пирĕн 24 пин хĕр Китай джигичĕсене качча тухнă. Ку пулăм, çитменнине, вăй илсех пырать. Калăр-ха мана, çав çĕршыв пĕр-пĕр каччи — пирĕн кĕрÿ — миллион-миллион гектар çĕр тара илмессе кам шантарма пултарать? Ун пек пулса иртсен кунта — çав çĕр çинче ĕçлеме — китаецсем килсе тулмасса тата кам шантарать? Çавăнпа та Çĕр кодексĕнче хутăш çемьесен хăрушлăхне шута илмеллех тесе шухăшлатăп”.

Халăх сурать

Асăннă комиссин виççĕмĕш ларăвĕ çинчен abai.kz страницăра Бейбут Койшыбаев çырать. Унăн сăмахĕнче халăх сурсан кÿлĕ пуласса шанни, тепĕр енлĕ, çынсен чун пăшăрханăвĕ чиновниксем патне çитессе кĕтни, палăрать.

“Виççĕмĕш ларура та комисси членĕсем çĕре ют çĕршыв çыннисене парас кăмăлли сисĕнчĕ. Нумайăшĕ çĕнĕ технологисемшĕн, ют çĕршыв инвестицийĕшĕн сасăларĕ. Вĕсем çĕре ахаль вырттарасшăн мар. Çĕр кодексне улшăнусем кĕртес ыйтăва — ăна вара халăх, МИХ хатĕрĕсем сĕннĕччĕ, влаç ячĕпе уçă çырусем çырнăччĕ — пăхса та тухмарĕç”.

Каччă çитмест...

Çак статья Интернетра нумай тавлашу çуратнă. Нумайăшĕ пикесене сивлесе çырнă — тăмсайсем вĕсем имĕш, патриотсем мар. Форумра çыракансем ку хĕрсенчен Казахстан гражданствине туртса илме сĕнеççĕ. “Вĕсене вырăнти каччăсем çитмеççĕ-им?” — тесе тĕлĕнекен те пур.

Аналитика пĕтĕмлетĕвне хута яма хăтланакан та тупăнать форумчансем хушшинче. Вĕсен шухăшĕпе, ку çĕршыври пикесене коллективизаци вăхăтĕнче Казахстан АССРĕнчен Китая тарса кайнисен йăхĕнчи йĕкĕтсем качча илме тăрăшаççĕ. Шăпах çакăн пек пĕр историпе паллаштараççĕ. Каччă паспорт тăрăх — китаец. Юнĕ-йăхĕ — казах. Хăйне мĕн ас тăвассах Казахстана таврăнса вырăнти хĕрпе çемье çавăрма ĕмĕтленсе пурăннă. Палăртнине пурнăçланă.

”Ratel.kz” страницăна Фейсбукра вулакансенчен пĕри хăйĕн шухăшне çапла палăртнă. “Пирĕн çĕршыври статистикăна шута илеççĕ-ши китаец-кĕрÿсене хирĕçлекенсем? Тулли мар мĕн чухлĕ çемье пирĕн? Арканнă миçе çемье? Ĕçсĕр тăрса юлнă арçынсене шута илнĕ-и тата? Çĕршывра миçе арçын икĕ е ытларах çемьене тăрантарса пурăннине кам пĕлет? Казах хĕрĕсем ытти наци каччисемпе çемье мĕншĕн çавăрнин хуравне çак ыйтусенче шырамалла та.

Кашни хĕрарăм йĕркеллĕ качча кайса ача çуратасшăн. Анчах та çапла тума пурин те майĕ çук. Çакна питĕ лайăх ăнланатăп эпĕ. Хамăн хĕре 22 çулта качча патăм. Васкарăм. Куратăп вĕт-ха, йĕркеллĕ хусахсен шучĕ çулсерен чакса пырать. Хăйĕнчен 20-30 çул аслă арçынна парас килмест вĕт-ха хĕре. Çавăнпа та хамăрăн арçынсенчен ыйтас килет — пикесемпе тимлĕрех пулăр-ха, еркĕн вырăнне ан хурăр вĕсене, арăм ролĕнче курса çемье çавăрăр. Хĕрĕн çие юлчĕ тĕк пăрахса ан тарăр вĕсенчен. Хутшăнусемшĕн яваплăха арçыннăн хăйĕн çине илмелле. Ун чухне çамрăксем ирех çемье çавăрасси те, хĕрсем ют çĕршыв каччисене тухасси те, еркĕнлĕх ыйтăвĕ те татăлĕччĕ”.

/ “Ratel.kz”, “Yvision.kz”/.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.