Каяшсем каллех калаçтараççĕ

25 Нарăс, 2019

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе çак тунтикунхи канашлура коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлессине те сÿтсе яврĕç. Темăна çÿллĕ шайра çине-çинех тишкернине пăхмасăр унăн çивĕчлĕхĕ ниепле те сирĕлсе пĕтмест. Çакна тунткунхи канашлури калаçу та çирĕплетрĕ.

Строительство министрĕ Алексей Грищенко палăртнă тăрăх, регион операторĕ каяшсене республикăри мĕн пур ял-хуларан турттарса тухассине йĕркелесе çитереймен-ха — кăрлачра 20% «айккинче» юлнă. 100% шайне çитес уйăхсенче тухасшăн. Çавна май каяшсемшĕн халăхран укçа пухасси те тулли мар — раштавра ку кăтарту 59% танлашнă.

Ял çыннисен коммуналлă каяшсен калăпăшĕ хуларинчен пĕчĕкреххине кура вĕсен тарифне пĕчĕклетесси пирки маларахах калаçу пулнăччĕ — министр тÿлеве 20% чакарассине палăртрĕ. Каяшсен калăпăшне виçсе пăхас ĕç вĕçленменнине кура, тен, ку енĕпе улшăнусем пулĕç, хальлĕхе вара çынсене пĕчĕкрех, 60 тенкĕрен кăшт кăна пысăкрах, тÿлев виçиллĕ квитанцисем панă ĕнтĕ. Сăмах май, Алексей Алексеевич палăртнă тăрăх, Атăлçи округĕнчи чылай регионта тариф пирĕннинчен чылай пысăкрах-мĕн.

Çак ĕçе пуçăннăранпа тăватă уйăх иртнĕ пулин те нумай çĕрте каяшсене пухмалли контейнерсем те çук. Регион операторĕн, «Экоцентр» МВК, гендиректорĕ Виктор Лагуновский каланă тăрăх, тата 5 пинрен кая мар контейнер кирлĕ. Кашни 10-12 пин тенкĕ тăнине шута илсен — 50 миллион тенкĕ патнелле. Вĕсене мĕнле укçапа туянмалла? Муниципалитетсен укçа çук, регион операторĕ те тăкакланасшăн мар — контейнерсем туянмалли расхутсене тарифа кĕртмен. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев чÿк уйăхĕнчех регион операторĕн тата муниципалитетсен ертÿçисемпе пухăнса çак ыйтăва сÿтсе явнине аса илтерчĕ: пĕрле ĕçлеме калаçса татăлнă, анчах «Экоцентр» сăмахне тытмасть-мĕн.

Лагуновский çакăнпа килĕшмесĕр хирĕçлеме тăчĕ-ха, анчах Михаил Игнатьев ăна пÿлчĕ: «Эсир çак ĕçе хăвăрăн ирĕкпе кÿлĕннĕ. Ĕçлесшăн мар тăк — урăххисем килĕç…» Çийĕнчен патшăлăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине те сăмах тиврĕ: «Ку сферăра сирĕн полномочисем — прокурорăнни пек, анчах эсир çакна тÿрре кăлармастăр». Хăй вăхăтĕнче Канаш хули коммуналлă хытă каяшсен айне пулнипе çыхăннă пăтăрмаха, тĕп инспектор унта вăхăтра кайса ĕç-пуçа тишкерме ерçейменнине аса илтернĕ май инспекци ертÿçине Виктор Кочеткова лару-тăрăва витĕм кÿмешкĕн пĕр уйăх пачĕ, пултараймасан должноçран каймашкăн ыйтса çырмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Банксене те сăмах тиврĕ. Çынсенчен каяшсемшĕн укçа тÿленĕшĕн 20 тенкĕ комисси мĕнле илнĕ — çаплипех илеççĕ. Ытла та пысăк — чакармалли пирки калаçу пулнăччĕ вĕт… Перекет банкĕн представителĕ онлайн-мелсемпе тÿленĕ чух тÿлев виçи тариф калăпăшĕн 1% чухлĕ çеç пулнине çирĕплетрĕ — комисси 75 пус. Михаил Игнатьев шучĕпе, çакă ватă çынсемшĕн меллĕ мар — асаттесемпе асаннесем çавнашкал технологисемпе туслă мар. Çапах банкирсен сĕнÿ пур: каяшсемшĕн тÿлессине пенси укçинчен хăй тĕллĕнех куçса тăмалла тумашкăн май пур — чăрмавсем сирĕлĕç, ватăсем ытлашши тăкакран та хăтăлĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас