Чăваш Ен Президент Çырăвне пурнăçлама тытăнĕ

25 Нарăс, 2019

Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче пысăк тĕллевсем палăртнă, вĕсене пурнăçлас енĕпе пĕр тăхтамасăр ĕçлеме пуçламалла. Çапларах пулчĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура палăртнă тĕп шухăш.

Çырура нумай ачаллă çемьесене, граждансен тĕрлĕ категорине тĕревлес енĕпе палăртнă тĕллевсене пурнăçламашкăн кăçал Чăваш Ене вăтамран 7,45 миллиард тенкĕ патнелле кирлĕ. Паллах, çак укçапа федераци бюджечĕ тивĕçтерĕ. Михаил Васильевич нумай ачаллă çемьесене пулăшас енĕпе йышăнакан мерăсене уйрăмах пысăка хурса хаклать: «Эпĕ хам та пысăк çемьере çитĕннĕ. Совет саманинче те нумай ачаллисене патшалăх пулăшман. Хĕрарăма ача çуратнă хыççăн 3-5 кунранах ĕçе хăваласа кăларнă вĕт…»

Вăл тивĕçлĕ министерствăсене пĕр уйăхра тăкаксем тĕлĕшпе татăклă кăтартусене шутласа палăртма хушрĕ. Хальлĕхе палăртнă тăрăх, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесен ипотека кредичĕн пĕр пайне татмашкăн 1,1 миллиард тенкĕ ытла уйăрĕç. 121,5 миллион — инвалид ачаллă çемьесене паракан пособие 5,5 пинрен 10 пин тенкĕ таран пысăклатма. Пĕчĕк ачасене яслисенчи вырăнсемпе тивĕçтерме — 90 миллион. Паллиативлă пулăшу кирлисем валли — 50 миллион.

Нумай ачаллисене пулăшасси пирки каланă май регион ертÿçи вĕсем иккĕмĕш ачашăн федерацин амĕшĕн капиталне илнине, халь ипотекăшăн 450 пин тенкĕ тÿлессине палăртрĕ. Çак укçа çумне республикăн 100 пин тенкĕпе танлашакан амăшĕн капиталне хушсан пĕтĕмпе 1 миллион та 3 пин тенкĕ пухăнать — демографие тĕревлемелли чăннипех курăмлă пулăшу. Çийĕнчен хайхи ипотека хваттер туянма кăна та мар. Малашне пысăк çемьесем хăйсем тĕллĕн пурăнмалли çурт тăвас пулсан та кредитăн пĕр пайне патшалăх саплаштарĕ.

Çавăн пекех банксен ипотека кредитне тавăрса памалли процент виçи те пĕчĕкленĕ. Тата — налуксемпе çыхăннă çăмăллăхсем: кашни ачашăн хваттерти пурăнмалли лаптăкăн 5 тăваткал метрне налукран хăтараççĕ, уйрăм çуртра — 7 метр. Çĕр налукĕ енĕпе те çăмăллăх пулать.

«Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнма пултаракансем тĕлĕшпе вĕсен çулĕсемпе çыхăннă чикке пăрахăçланипе пĕрлех Президент çитес çул пуçламăшĕнчен «Земство учителĕ» программа ĕçлесе каяссине çирĕплетрĕ. Михаил Игнатьев ку енĕпе те халех ĕçлеме пуçламалли пирки асăрхаттарчĕ: студентсемпе паянах калаçмалла — яла ĕçлеме каяс пулсан 1 миллион тенкĕ илме пултарассине пĕлччĕр.

Çавăн пекех регион ертÿçи Владимир Путин Раççейĕн продукци экспортне ÿстерсе 45 миллиард доллара çитермелли тĕллев палăртнине аса илтерчĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен умĕнчи тĕллев те пысăк — 50 миллион доллар шайне çĕкленмелле. Патшалăх предприятисен экспортпа çыхăннă тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарĕ — ку енĕпе ĕçлени усăллă пуласси паллă.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас